Чăваш Енри шкулсенче 11-мĕш класра вĕренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче пĕтĕмлетӳ сочиненине ҫырнă

Чăваш Енри шкулсенче 11-мĕш класра вĕренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче пĕтĕмлетӳ сочиненине ҫырнă, вăл шутран сусăрсем 80 ача пулнă.

Палăртса хăваратпăр, ҫак экзамена тытни ачасене патшалăх пĕтĕмлетӳ аттестацине кĕме ирĕк илнине ҫирĕплетеҫҫĕ.   

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ирттернĕ планеркăра  Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче, сочинени темисене экзамена тытăниччен 15 минут маларах ҫеҫ пĕлтернине каланă.

«Мĕнпур вырăнта ĕҫсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пынă, кăлтăксем сиксе тухман, 99,7 процент пĕтĕмпех ĕҫсене пурнăҫланă», - тенĕ министр.  

Экзамена пурнăҫлайман шкул ачисен 2018-мĕш ҫулта нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче тата ҫу уйăхĕн 16-мĕшĕнче тепĕр хут хăйсен пĕлĕвне кăтартса пама ирĕк пур.

Ку хутĕнче планеркăна пухăннисем ППЭ пирки те анлăн сӳтсе явнă. 



18 декабря 2017
12:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter