Канашлура граждансен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсем пирки анлăн сӳтсе явнă

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче чи малтанах республика Правительстви хăй ҫине илнĕ ĕҫсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе бюджет укҫипе тухăҫлă усă курмалли пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕҫсене кирлĕ пек шайра йĕркене кĕртсе пымалли ҫинчен каланă. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллевсене пурнăҫлама хăш-пĕр ĕҫсене кӳлĕнме сĕннĕ, ача сачĕсемпе яслисенче икĕ ҫултан пуҫласа виҫĕ ҫула ҫитнĕ шăпăрлансем валли вырăнсем хатĕрлес ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.

Ҫак палăртнă ыйтусене туллин татса пама Раҫҫей Федерацийĕн регионĕсене ҫитес икĕ ҫул хушшинче 49 млрд тенкĕ куҫарса пама плана кĕртнине пĕлтернĕ.  Ҫĕршыв Пуҫлăхĕ лартнă социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем пуриншĕн те паха пулнине каланă тепĕр хут палăртса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Чăваш Республикинче ача сачĕсене хута ярас ĕҫ малалла та пулса пырассине палăртнă. Атратри психоневрологи интернатне реконструкцилеме  РФ Пенси фончĕ урлă 105 млн тенкĕ куҫассине пĕлтернĕ. Республика бюджетне тӳрлетӳсем кĕртнĕ чухне, объект ĕҫне хушса тӳлеме укҫа-тенкĕ пăхса хăвармаллине аса илтернĕ.

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем, граждансен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсем пирки те чарăнса тăнă. 2017 ҫулта ҫурт-йĕр программисемпе килĕшӳллĕн, 3,2 млрд тенкĕ тăкакланнă, республикăра пурăнакан 5,6 пин ҫемье хăйсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă.  

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин 87 ветеранне федераци пулăшăвне тивĕҫтерсе ҫурт-йĕрсем панă, вĕсене валли пĕтĕмпе 100,3 млн тăкакланă.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче регионта пурăнакан 562 ҫамрăк ҫемье хăйсен пурăнмалли ҫурт-йĕр условине лайăхлатнине, вĕсене валли 403 млн пĕтернине пĕлтернĕ, ҫамрăк специалистсем ытларах ял тăрăхĕсенче пурăнакансем пулнине асăннă.  Тăлăх ачасене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерес ĕҫ те хĕрӳ пырать. Вĕсене валли пурĕ 162,7 млн тăкакланă, пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах ҫак кăтарту, 176 тăлăха юлнă ача ҫурт-йĕрлĕ пулнă.

Нумай ачаллă 19 ҫемьене хăтлă ҫуртсемпе тивĕҫтернĕ. Вĕсене валли республика хыснинчен 50 млн пĕтернĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ бюджет укҫипе тухăҫлă усă курма чĕнсе каланă.  Сăмаха май, Чăваш Республикинчен сумлă делегаци «Экотех» Пĕтĕм халăхсен хушшинчи курав ĕҫне хутшăнни пирки те чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин ҫуҫанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов хăйĕн докладĕнче форум ĕҫĕнче килĕшӳсем алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ, мероприятисем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта экологи енĕпе пуҫланă проектсене пурне те вĕҫне-хĕрне ҫитерме хушнă, республикăра пурăнакансемпе ытларах ăнлантару ĕҫĕсене ирттермеллине, тĕрлĕ акцисем йĕркелени те ҫынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ вăл.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов Чулхула облаҫĕнче раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче ҫул ҫинче пулса иртнĕ инкек пирки чарăнса тăнă. Пурĕ 27 ҫын инкек тӳснĕ. Вĕсенчен виҫҫĕшĕ Чăваш Республикинчен пулнине пĕлтернĕ министр.  Сывлăхĕсем майлашăнсан, вĕсене республикăна илсе килессине те каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Мускав–Ҫĕнĕ Шупашкар» маршрута наряд-заказпа тухнă. Ĕҫ хучĕсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Инкек сăлтавĕ  хирĕҫ пыракан машина айăпĕпе пулнă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ халăх хушшинче, ытларах профилактика ĕҫĕсене кулленех ирттермеллине, вăрăм ҫула тухиччен ҫанталăк условийĕсене те ҫирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарнă. 



18 декабря 2017
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter