Правительство ҫуртĕнче Ачасен интересĕсене тĕпе хурса 2012-2017-мĕш ҫулсенче Наци стратегине пурнăҫламалли Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Координационного совета по реализации Национальной стратегии действий в интересах детейРаштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Ертӳҫи Михаил Игнатьев  Правительство ҫуртĕнче Ачасен интересĕсене тĕпе хурса 2012-2017-мĕш ҫулсенче Наци стратегине пурнăҫламалли Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Асăннă мероприятине министерствăсемпе ведомствăсен ертӳҫисем, республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем тата ытти палăртнă ҫынсем пуҫтарăннă.

Регион Ертӳҫи ҫак пиллĕк ҫуллăха палăртнă Наци стратегийĕ пурнăҫа аванах кĕрсе пынине пĕлтернĕ, мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăҫлама май килнине уйрăммăн каласа хăварнă. Ҫула ҫитмен ҫамрăксем хушшинче суицид, наркотик тăшманĕсенчен асăрханасси, йывăр ҫемьесенче усранакан ачасене хӳтĕлесси, ҫуллахи кану тапхăрĕнче шăпăрлансем усăллă вăхăта ирттерччĕр тесе тĕрлĕ условисем йĕркелесе тăратасси тата ытти ыйтусем те йĕркеллех пулса пынă.   Пĕр сăмахпа каласан, ведомствăсен хушшинче ĕҫлĕ тухăҫлă ҫыхăну пулса пыни куҫкĕретех.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ачасен интересĕсене хӳтĕлессипе тимлĕ ĕҫленĕшн пурне те тав сăмахĕсем каланă.

«Эсир пурте лайăх пĕлетĕр, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018-2027-мĕш ҫулсене ҫĕршывра ачалăх вунҫуллăхĕ теме йышăннине.  Ҫак ҫĕнĕ проект, шăпах та Наци стратегийĕн тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртме пулăшать.   Ҫавăнпа та пирĕн ҫемье институтне упраса ăна ҫирĕплетсе пырассишĕн ырми-канми тăрăшса вăй хумалла.  Амăшĕ тата ачасем, демографи лару-тăрăвĕ те кулленех кун йĕркинче пулмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă ытти йышăнусем пирки те чарăнса тăнă.

Ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралсан, патшалăх ипотека кредитне илме программăпа килĕшӳллĕн, субсидипе тивĕҫтерет, амăшĕн капиталне те 2021-мĕш ҫулччен пама йышăна хăварни ҫав тери пысăк пулăшу ҫемьесемшĕн.

Ку ҫăмăллăха регион шайĕнче те тивĕҫтересси пирки ĕҫ хутне иртнĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче саккун проектне ертӳҫĕсем ырласа хăварнине тепĕр хут аса илсе хăварнă республика Пуҫлăхĕ. Документа пăхса тухма Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратнă.

Раҫҫей Президенчĕ яслисенче пачах та черетсем пулмалла маррине кулленех аса илтерсех тăрать.  Ачасен поликлиникисене реконструкцилесси, пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене туянасси те ыйту кун йĕркинчех тăрать.  Мĕнпур ачасене пĕр пек условисем йĕркелесе парасси – патшалăхăн тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăнине каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Эпир пурсăмăр та ҫитĕнӳсем тăвассишĕн тăрăшатпăр. Пирĕн ырă пуҫаруллă ĕҫсем ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Нумаях пулмасть йышăннă ҫĕнĕ ĕҫсем ҫемьесене, ачасене, пĕр сăмахпа палăртсан, регионта пурăнакансене пысăк витĕм кӳрĕҫҫĕ», - тенĕ вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă май, ҫак ҫӳлерех асăннă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫре массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем те пысăк пулăшу кӳрессине асăннă. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов хăйĕн докладĕнче ачасем валли хатĕрленекен ятарлă кĕнекесем пирки чарăнса тăнă.  Вĕсене конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, патшалăх пулăшăвĕпе те тивĕҫтернине палăртнă.  Кăҫал виҫĕ ҫыравҫă укҫан пулăшăва тивĕҫессине, вĕсен кĕнекисем 2018 ҫулта кун ҫути курассине пĕлтернĕ. Александр Иванов журналистсен ӳсĕмĕсем пирки те чарăнса тăнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Раҫҫейри ача-пăча фончĕ» пĕтĕм Раҫҫери обществăлла организацийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов хăйĕн сăмахĕнче, республикăра ирттерекен мĕнпур акцисен ĕҫĕсем пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем кулленех ҫутатса пынине ырланă, уншăн тав сăмахĕсем каланă.  Чăваш Республикинчи Общество палатин ертӳҫи Алексей Судленков та журналистсене мухтанă, вĕсен ĕҫĕсене пысăка хакланă. Республикăра Амăшĕпе Ашшĕн ҫулталăкне халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки халăх патне хыпарсене вăхăтра илсе ҫитернине палăртнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн докладĕнче граждансене тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕҫтерни ҫинчен каласа кăтартнă, специалистсем ачасен прависене хӳтĕлесе сахал мар ырă ĕҫсем пурнăҫланине пĕлтернĕ.  

Программа пуҫланнăранпа республикăри адвокатсем 2369 ҫынна  юридици енĕпе консультаци пулăшăвĕпе  тӳлевсĕр тивĕҫтернĕ, вăл шутран сусăрсене – 694, нумай ачаллисене – 102. 

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев 2016-2017-мĕш ҫулсенче йĕркелесе ирттернĕ ĕҫсем пирки каласа кăтартнă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Лариса Арсентьева хăйĕн докладĕнче ҫуллахи кану вăхăтĕнче вăхăтлăх ачасене ĕҫпе тивĕҫтерни пирки, вĕсене валли патшалăх енчен уйăрнă укҫа-тенкĕ ҫинчен асăнса хăварнă. 2017-мĕш ҫулта 11 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 792 договора алă пуса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ, республика хыснинче 6,7 млн пăхса хăварнине, вырăнти бюджетсенчен 3,7 млн уйăрнине каланă.  

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ачасене диспансеризаци кăларнин кăтартăвĕсем ҫинчен чарăнса тăнă. Ҫулталăк пуҫланнăранпа пурĕ 4401 ачана тĕрĕслев витĕр кăларнине пĕлтернĕ. Ачасем вăраха кайса чирленисен шучĕ чакса пынине асăннă министр.  Ларăва пухăннисем Координаци канашлăвĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, ҫитес ҫул валли плана  кĕртсе хăвармалли ыйтусем ҫинчен те сăмахланă. Ĕҫе пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. 

Фоторепортаж



18 декабря 2017
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter