Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкăн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн пуҫлăхĕпе Лариса Павловăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с начальником Волго-Вятского главного управления Центрального банка Российской Федерации Ларисой ПавловойРаштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкăн Атăл-Вятка  тĕп управленийĕн пуҫлăхĕпе Лариса Павловăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тата  Чăваш Республикин Наци банкĕн тата Раҫҫей Тĕп банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Александр Логвинов хутшăннă. Ертӳҫĕсем Чăваш Енри финанс пайĕнчи лару-тăрăва сӳтсе явнă, банксен аталанăвĕсен ҫул-йĕрĕсем ҫинчен канашланă. Республикăра кредит рынăкĕ вăй илсе пырать, кăтарту Раҫҫейринчен кая мар.  2017 ҫулта вунă уйăх хушшинче  халăха пурĕ 106 млрд тенкĕлĕх ҫĕнĕ кредитсем панă. Кăтарту пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăртинчен 29,2 процент пысăкрах.

Лариса Павлова хăйĕн сăмахĕнче кредит илекенсен йышĕ ӳсни – Раҫҫей Банкĕн кредитсен ставки пĕчĕкленнипе ҫыхăннине пĕлтернĕ.  

«2017 ҫулта раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раҫҫей Банкĕн Директорсен канашĕ кредитсен тĕп ставкине пĕчĕклетесси пирки йышăну тунă, кăтартăва 7,75 процент чакарнă», - тесе пĕлтернĕ ертӳҫĕ.

Лариса Павлова Чăваш Республикин Правительстви регионта пĕчĕк шайра инфляцине тытса пырассипе тухăҫлă ĕҫленине уйрăммăн палăртса каланă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкăн Атăл-Вятка  тĕп управленийĕн пуҫлăхне Лариса Павловăна регионпа  килĕшсе пĕр-пĕринпе ăнланса ĕҫлесе пынăшăн тав тунă. Финанспа банк тытăмĕсем пĕр-пĕринпе тĕллевлĕн ĕҫлени, регион аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  

Лариса Павлова тата ҫакна та палăртнă, халăха финанс ҫĕнĕлĕхĕсене ăнлантарса пырассипе активлă ĕҫленине асăннă. Хальхи пурнăҫ таппинче ҫынсемшĕн финанс ыйтăвĕсем кулленех кун йĕркине тухса тăраҫҫĕ. Енчен те халăх финанспа пĕлсе тата тухăҫлă усă курма пĕлет пулсан, ӳсĕм те пуласси куҫкĕретех пулĕ тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Республикинче халăха финанс ыйтăвĕсене ҫутатса парасси – приоритетлă ăнлавсем пулса тăраҫҫĕ.  

Регионта мĕнпур вĕренекенсем, пенсионерсемпе ахаль ҫынсем валли Чăваш Республикин Финанс министерстви ҫулсерен тĕрлĕ акцисем йĕркелет, онлайн-уроксем, тĕплĕ уҫă калаҫусем тата та ытти мероприятисене ирттерет. Массăллă информаци хатĕрĕсенче тĕрлĕ темăсемпе ятарлă кăларăмсем хатĕрленсе тухаҫҫĕ.    

2016 ҫултан пуҫласа шкул ачисем валли вĕрентӳ пособийĕ тухма пуҫланă. 2017 ҫулта вĕсене туянма республика хыснинчен 10 млн тăкакланă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Хусанти Атăлҫи федерацийĕн университечĕ финанс ыйтăвĕсемпе вĕрентӳ ĕҫне йĕркелесе пыма ирĕк паракан килĕшӳ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ, ҫакă та пысăк витĕм кӳни куҫкĕретех.

Фоторепортаж



19 декабря 2017
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter