Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Надежда Прокопьевăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Обсуждены вопросы обеспечения гарантий государственной защиты прав, свобод и законных интересов граждан Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăйпа Надежда Прокопьевăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Институт граждансемпе тата патшалăх право хӳтĕлевне тивĕҫтернĕ май, регионта саккунсемпе тĕрĕслĕхе тĕп вырăна хуракан пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра чарăнса тăнă паянхи калаҫура ертӳҫĕсем.

Республикăри Уполномоченнăй ку тĕлĕшпе йĕркелесе пынă ĕҫсем ҫинчен тĕплĕн паллаштарнă Чăваш Ен Пуҫлăхне.  Вĕсен тытăмне илсе ҫитернĕ ыйтусенчен 45 проценчĕ уголовнăй право йĕркипе ҫыхăннине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫав вăхăтрах ҫурт-йĕр, ЖКХ ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех тăнине асăннă ертӳҫĕ сăмаха тăсса. Ыйтусемпе халăх ытларах вĕсем патне Шупашкар хулинчен пынине палăртнă.  Ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусене муниципалитетсен шайĕнче татса пама май килнине те асăнса хăварнă, анчах та хăш-пĕр самантсене вырăнти пуҫлăхсем тимлĕх уйăрма пикенменнине пĕлтернĕ.  

Михаил Игнатьев кирек-епле ыйтупа та ячĕшĕн кăна ĕҫлеме юраманнине тепĕр хут чĕнсе каланă влаҫ органĕсенче тăрăшакансене. Халăх хушшинче ытларах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелемеллине, право культурине ҫитĕнекен ăрăва явăҫтарма тăрăшмаллине палăртнă.

Надежда Прокопьева Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствипе пĕрле килĕшсе час-часах тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленине, уҫă уроксем, тĕплĕ калаҫусем пулнине пĕлтернĕ. Халăхăн ыйтăвĕсене татса пама тепре чухне прокуратура, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата ытти обществăлла организацийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине пĕлтернĕ Уполномоченнăй.  

Фоторепортаж



19 декабря 2017
15:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter