Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем Раҫҫей шайĕнче ăсталăхпа палăраҫҫĕ

 Ҫĕршывра глобализаци тапхăрĕнче те йăх-несĕлĕсен пуян йăла-йĕркипе культурине сыхласа хăварма май килчĕ тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Пултарулăх ушкăнĕсен  пысăк тавракурăмлăхне ӳстерсе пырас ĕҫе тимлĕх уйăрни куҫкĕретех, вĕсене аталанса пыма условисем йĕркелесе тăратни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать.  Культура пайĕнчи актуаллă ыйтусене татса пама регионта ял тăрăхĕсенче кану ҫурчĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелеме тата ҫĕнĕрен хута яма ятарлă Программа йышăнса хăварнă. Вăл пурнăҫа кĕрсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.

 Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче культура объекчĕсене ҫĕнетме 82,1 млн тăкакланă, пĕтĕмпе 125 учрежденине тĕпрен юсанă.  Чăваш Республикинче 2016-мĕш ҫултан пуҫласа ялсенче ҫĕнĕ культура ҫурчĕсене хута ярас ĕҫ хĕрӳ пырать. 2016-2017-мĕш ҫулсенче Елчĕкре, Ҫĕрпӳре, Вăрмар тăрăхĕсенче культура ҫурчĕсем ҫĕкленсе ларнă. Хальхи вăхăтра тата та тăватă объект хăпартса лартассипе тăрăшаҫҫĕ. Вĕсем: Патăрьелĕнче, Канаш районĕнче, Хĕрлĕ Чутайра тата Тăвай районĕнче.  Объектсен строительство ĕҫне пурнăҫлама пурĕ 2017 ҫулта 54,8 млн пăхса хăварнă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурссенче ҫĕнтерӳҫĕ ята та сахал мар тивĕҫеҫҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн социаллă ыйтусемпе ĕҫлекен Комитет председателĕ, Раҫҫейри Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн Председателĕ Валерий Рязанский, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева регионта ветерансен юхăмне аталанса пыма пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, аслă ҫулсенчи ватăсем кулленех хăйсен ăсталăхне туптаса пырассипе ҫине тăрса ĕҫленине палăртнă.

Пĕтĕм Раҫҫейри Хорсен обществин директор ĕҫĕсене пурнăҫлакан Павел Пожигайло пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттернĕ фестивальре Елчĕк районĕн «Туслăх» ятлă ветерансен хорĕ хăйсене тивĕҫлипе кăтартнине, финал ăмăртăва хутшăнма ҫак ушкăна  витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав тунă.  

«Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркеленекен Хорсен обществин ҫĕнĕ проекчĕсене  регион малашне те хутшăнасса ĕненетпĕр, пĕр-пĕрин хушшинче тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем пулса пырассине шанатпăр», - тесе ҫырнă ҫырура Павел Пожигайло.   



19 декабря 2017
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter