Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн XXVI-мĕш Конференцийĕн ĕҫне хутшăннă

Состоялась XXVI Конференция Чувашского регионального отделения Всероссийской политической партии «Единая Россия» Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн XXVI-мĕш Конференцийĕн ĕҫне хутшăннă.

Пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов,  Леонид Черкесов, Атăлҫи тата Урал тăрăхĕн федераци округĕсен «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн тĕп ĕҫ тăвакан Комитет Департаменчĕн советникĕ Алексей Чужов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн членĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕн ертӳҫисем,  министерство пуҫлăхĕсем, республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсем тата та ытти ҫынсем пуҫтарăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев конференци ĕҫне пухăннисене тав тунă, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партине йĕркелесе янăранпа 16 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланă. «Ҫак тапхăрта парти сахал мар ырă та пуҫаруллă ĕҫсем тунă. Ҫĕршыв Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн пысăк тĕревĕ пулса тăчĕ. Наци лидерĕ те ăнсăртран мар пулĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» ҫĕршыва пĕр чăмăра пухма пулăшать тет. Политика партийĕн пысăк вăйĕ курăнать», - тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи куна «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей»  Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн членĕ пулса пурĕ 2,3 млн ҫын вăй хунине асăннă.   Вăл шутран Чăваш Енрен 33 пин ҫыннна шута илнĕ. «Ҫак ҫынсем – республикăн шанăҫĕ.  Тĕрĕс-тĕкел тĕллевсене палăртса, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ҫине тăрса пĕтĕм вăйран таса чунпа ĕҫлеҫҫĕ. Вĕсен ҫитĕнĕвĕсем те ҫук мар», - палăртнă вăл.

Михаил Игнатьев 2015 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхне суйланнă. «Пĕрле пурăнса - пĕрле ĕҫлемелле», тенĕ халăх программи пурнăҫа анлăн кĕчĕ. Регионта ҫемье, амăшĕн, ачасен институчĕсем вăй илсе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ватăсене, сахал тупăшлă ҫемьесене социаллă пулăшусемпе тивĕҫтерни куҫкĕретех. Халăх питĕ кăмăллă.   Ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ пысăк, ҫынсем нумай ҫулсем хушши пурăнни те пурсăмăра та савăнтарать. Условисем лайăх пулнине кура, регионта пурăнакансем хавхаланаҫҫĕ», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, Раҫҫей Президенчĕ тăратнă ҫĕнĕ тĕллевсемпе сĕнӳсене, шухăшсене питĕ ырланă.  Ӳлĕмрен тата та демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пырасси никамшăн та вăрттăнлăх пулмĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ сĕнĕвĕсене шута хурса, 2018 ҫултан ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралнăшăн уйăхсерен укҫан пулăшу куҫасси паллă тесе пĕлтернĕ. 2021-мĕш ҫулччен, амăшĕн капиталне те тӳлеме тĕллев лартнине асăннă.  Ҫамрăк ҫемьесене хваттерсем туянма ипотека кредитне пама ятарлă программăсем хатĕррине палăртнă,  Ача сачĕсенче яслисем пулассине, сиплев учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуянланассине каланă. Уйăхсерен куҫакан укҫана ачасене ҫулталăк ҫурăна ҫитиччен тӳлĕҫ. Ҫемье тупăшне те шута илесси паллă.  Амăшĕн капиталне 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсма палăртнă.  Унпа усă курма хушма мерăсем йышăнма тĕллев лартнă. Йывăр ҫемьесенче пурăнакансене уйăхсерен пулăшăва куҫарса пама пăхса хăварнă.  Шăпăрлансем ача садне ҫӳренĕшĕн те тăкака тӳлеме куҫарасси пирки май пуррине асăннă.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Указ алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ. 2017 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ҫемьесенче виҫҫĕмĕш ача ҫуралнăшăн е тата малаллисемшĕн, пепке виҫĕ ҫула тултариччен, уйăхсерен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫине тивĕҫĕҫ. Палăртмалла енчен те ачасем 2016 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ хыҫҫăн ҫуралнă пулсан. 2021 ҫулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен амăшĕн капиталне тӳлемелли ĕҫе эпир, Чăваш Ен те, хутшăнăпăр тесе пĕлтернĕ вăл.  Аса илтеретпĕр,  ҫемьере виҫҫĕмĕш пепке ҫуралнăшăн е тата виҫҫĕмĕш ачана усрава илнĕ пулсан, амăшĕн капиталне республикăран 100 пин тенкĕ куҫарса пама тĕллев лартнă.  РФ хыснинчен ҫак пулăшу пĕр ҫемьене 453 пин тенкĕ куҫĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин хваттерсем туянма ипотека кредитне илме ятарлă программăсем хатĕрлеме сĕнет.  Ҫак пулăшăва ӳлĕмрен 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫемьесенче иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫуларнисем тивĕҫесси паллă пулĕ. Ҫамрăк ҫемьесем маларахри тапхăрта кредит хваттерсем илме туяннă пулсан, тăкака та саплаштарма пултарĕҫ, кредит ставки самай пĕчĕкленни савăнтарать, виҫе 6 процентпа танлашĕ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ  хăйĕн сăмахĕнче, ку мерăсемпе регионта пурăнакан ҫамрăк ҫемьесем усă курасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ.  

Республикăра ĕҫ климатне лайăхлатса пыни куҫкĕретех. 2017 ҫулта Наци рейтингĕнче Чăваш Республики инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе РФ 85 субъекчĕ хушшинче иккĕмĕш вырăна тухни ҫав тери пысăк кăтарту. Кун пек ҫитĕнӳ тахҫантанпах пулманччĕ тесен те йăнăш мар. Ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче Чăваш Республики. «Экономикăна малалла та аталантармалла, ҫамрăксем валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлесе памалла», - тесе тĕп тĕллевсене палăртнă регион Пуҫлăхĕ.   

Ку хутĕнче канашлу ĕҫне пухăннисемпе пĕрле тракторсем тăвакан завод шăпи пирки те чарăнса тăнă. Йывăрлăха кĕрсе ӳкнине кура, ҫĕршыв ертӳлĕхĕ пулăшу пани сахал мар витĕм кӳнине асăннă вăл сăмаха тăсса. Халăх ĕҫсĕр тăрса юлмĕ. Заказсем пуласси паллă, апла пулсан, ҫынсене ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтересси никамшăн  та кăткăс пулмĕ.

Республикăра пурăнакансем час-часах ача сачĕсем, ҫулсем, ФАПсем, культура ҫурчĕсем хута кайнăшăн тав сăмахне калаҫҫĕ тесе пĕлтернĕ регион Ертӳҫи. Апла пулсан, пурсăмăр та тăрăшса ĕҫлени кăлăхах мар тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăн 2018 çулхи, планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккунне алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Документа «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн членĕсем ырланине асăннă. Куншăн тепĕр хут пурне те тав тунă вăл. «2018 ҫула тивĕҫлĕ бюджетпа кĕретпĕр. Хамăр ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене туллин пурнăҫлатпăр.  Бюджет шайлашуллă пулнине кура, федераци хыснинчен те сахал мар пулăшу куҫать», - тенĕ вăл.  

Регион Ертӳҫи кирлĕ пек мĕнпур хыпарсене халăх патне вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра илсе ҫитерме чĕнсе каланă.

«Пĕлсех тăратăп, Раҫҫей Президенчĕ демографи политикине лайăхлатассипе йышăннă мерăсем туллин пурнăҫа кĕрсе пырассине.  Эпир пĕр командăра ĕҫлетпĕр, пĕрлĕхре пирĕн вăй!  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрлехи вăйлă Раҫҫейре пурăнас килет!», - тесе чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Конференци ĕҫĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ, 2018 ҫул валли тĕллев лартнă. Делегатсем ҫĕнĕ Секретарь суйланă, вăл ĕҫе малашне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов пурнăҫлĕ. Регионти политика партийĕн ҫĕнĕ тытăмне те ҫĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.

Фоторепортаж



02 декабря 2017
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter