Паян Чăваш Республикинче Пĕрлехи информаци кунĕ пулнă

 Чăваш Республикинче раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Регионти влаҫ органĕсенче ĕҫлекен ертӳҫĕсем хуласене, палăртнă ял тăрăхĕсене ҫитсе килнĕ, халăхпа тĕл пулнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем - 2018-мĕш ҫулта иртекен Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕпе ҫыхăннă ыйтусем, Раҫҫей Федерацийĕнче  тата Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсем, республикăра Ҫĕнĕ ҫул тата Раштав уявĕсенче, ҫавăн пекех 2017/2018-мĕш ҫулсенчи хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси.

  Ҫак асăннă кун пурĕ 380 тĕлпулу йĕркеленĕ, вĕсенче 9,3 пин ҫын хутшăннă.

Ертӳҫĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă, 165 ҫын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хуравсем илнĕ. Ҫынсене паянхи пурнăҫ таппинче  ытларах сĕт хакĕ, ялти ҫулсем, ФАПсем, медицина пулăшăвĕсен пахалăхĕсем хумхантараҫҫĕ. 



20 декабря 2017
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter