Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Социализм Ĕҫĕн Геройĕ» ята тивĕҫнĕ Николай Панкратовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с Героем Социалистического труда Николаем ПанкратовымЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Социализм Ĕҫĕн Геройĕ» ята тивĕҫнĕ - Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн пайташĕпе Николай Панкратовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ сумлă ветерана Тăван ҫĕршыв аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнăшăн тав тунă, унăн ырă ĕҫĕсем ҫитĕнекен ăрушăн чăннипех те пысăк тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче иртнĕ ҫулсенчи ĕҫ витĕмлĕхĕ пирки чарăнса тăнă. Николай Панкратов хăйĕн сăмахĕнче республика Правительстви тăрăшмасăр, пулас ăрăва хатĕрлесе хăварма хĕн тесе каланă, ялсене ҫамрăк специалистсене явăҫтарасси те кун йĕркинчех тăнине асăннă.

Ку хутĕнче аслă ҫулсенчи ватăсене социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та чарăнса тăнă.  

Республика Пуҫлăхĕ аслă ăрури ҫынсен паха ĕҫ опычĕ ҫамрăксемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине, яш-кĕрĕмсен кăмăл-сипет, патриотизм туйăмне вăйлатса пыма витĕм кӳнине асăннă. «Шанатăп, ӳлĕмрен те, Эсир ҫĕршыв аталанăвĕшĕн, республика ҫитĕнĕвĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕҫлени пархатарлă паха опыт пулса тăрасса», - тенĕ Михаил Игнатьев, ăна вăрăм ĕмĕр, ҫемьере тăнăҫлăх, ăнланулăх суннă.

Палăртса хăваратпăр, Николай Иванович Панкратовăн пĕтĕмĕшле ĕҫ стажĕ 47 ҫул. Вăл Елчĕк районĕнче Кивĕ Эйпеҫ  салинче ҫуралса ӳснĕ. «Социализм   Ĕҫĕн Геройĕ» ята хуҫалăхра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн, таварсен калăпăшне ӳстерсе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче  курăмлă ĕҫленĕшĕн тивĕҫнĕ.

Фоторепортаж



20 декабря 2017
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter