Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ

Состоялось расширенное заседание Совета старейшин при Главе Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.   Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков, ветерансен организацийĕсен ертӳҫисем  тата та ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă. 

Пухăннисем организацийĕн ĕҫĕ пирки сӳтсе явнă, малашнехи тĕллевсене тишкернĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков хăйĕн сăмахĕнче, кашни ҫулах Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем умĕн ҫакăн йышши тĕлпулăва республикăри сумлă аксакалсем пухăннине пĕлтернĕ, организаци ĕҫĕсене пĕтĕмлетнине палăртнă.

«Кирек ăҫта та Ваттисен канашне хисепленине куратпăр. Пирĕн пуҫаруллă сĕнӳсене яланах шута илме тăрăшаҫҫĕ.  Палăртнă тĕллевсенчен чылайĕшĕ пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ», - тесе каланă Ваттисен канашĕн председателĕ. Чăваш Республикинче Туслăх ҫуртне хута янине ырласа хăварнă вăл сăмаха май, тĕрлĕ нацисем хушшинче туслăха ҫирĕплетме май панине каланă.  Лев КураковМихаил Игнатьева ватăсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса тăрăшса ĕҫленĕшĕн  ырланă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладĕнче 2017-мĕш ҫулхи малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсем пирки каласа панă.    Сăмаха май, регион Пуҫлăхĕ виҫĕ ҫуллăха Чăваш Республикин республика бюджечĕ пирки саккуна йышăннине пĕлтернĕ.

Кăҫал 11-уйăхра Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 46,2 млрд танлашать. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, 106,5 процент пулнине асăннă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.   Финанспа пĕлсе тата тухăҫлă усă курни республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра тата туллин татса пама май килнине каланă Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев.

Хальхи вăхăтра республикăра 212,4 пин ветеран, вĕсем тĕрлĕ категорири ҫынсем.  2012-мĕш ҫултан пуҫласа «Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ» ята 59 пин ҫын тивĕҫнĕ.

Ҫемьесене социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕҫтересси те ҫĕнелсе пырать, тĕрлĕ ырă енсем кĕреҫҫĕ.

Раҫҫей Президенчĕ йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа, ҫемьере виҫҫĕмĕш е тата малалли ачасем ҫурланăшăн уйăхсерен укҫан патшалăх пулăшăвĕпе тивĕҫтерме палăртнă.  Ҫавăн пекех ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралсан та патшалăх пулăшăвне туйма май пуласси куҫкĕретех, ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама ипотека кредитне илме хваттерсем туянма меллĕ пулĕ, амăшĕн капиталне те парассине йышăннă. Раҫҫей Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма, вăтамран 530 млрд тенкĕ пăхса хăвармаллине каланă сăмаха тăсса.  

Регион Ертӳҫи аслă ҫулсенчи ватăсене вăрăм ĕмĕр суннă, патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем ӳлĕмрен те вĕсен социаллă пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма тăрăшассине каланă.

«Залра республикăри чи сумлă ватăсем лараҫҫĕ.  Вĕсем чăнласах та, ҫитĕнекен ăрушăн чăн-чăн тĕслĕх, вĕсенчен вĕренсе пымалли те сахал мар, Чăваш Ен аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Сирĕн опытăр чăнласах та пысăк, çавна май сирĕнпе канашлани, тĕрлĕ йышăну тумашкăн явăçтарни пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, - Ваттисен канашĕн пайташĕсем регионта пулса иртекен мĕнпур мероприятисене хастар хутшăннине асăннă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче, ватăсене Парламент заседанийĕсене хутшăнма, саккун проекчĕсене те пăхса тухма чĕнсе каланă.  

Лару ĕҫĕнче ытти актуаллă ыйтусем тавра та сăмах хускатнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов министерство ĕҫĕпе паллаштарнă, Ҫул-йĕр фончĕн кăтартăвĕсем ҫинчен чарăнса тăнă.  Фонд калăпăшĕ 5353,7 млн танлашать. Республикăра 91 объектра хĕрӳ ĕҫ пынине, автомашина ҫулĕсен 148 объектĕнче тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫланине, укҫапа тĕллевлĕн тата тухăҫлă усă курнине пĕлтернĕ министр.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн пайташĕсем ҫул-йĕр хуҫалăхĕн пайĕн ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме сĕннĕ.  Автомашина ҫулĕсен хĕррисенче ытларах тасалăх ҫине тимлĕх уйăрмаллине каланă.

Канашлура Ҫĕмĕрле хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Григорьев  тата Ҫĕмĕрле районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Лев Рафинов доклад тунă. Вĕсем хăйсен муниципалитечĕсенче Амăшĕпе Ашшĕн ҫулталăкне халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки каласа кăтартнă.

«Ҫемье институтне упраса хăварассишĕн, тата унăн хисепне ӳстерсе пырассишĕн сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Кăтарту та ҫук мар, мăшăрсем уйрăлнă тĕслĕхсен шучĕ самай чакрĕ», - тенĕ ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ку енĕпе Атăлҫи федераци округĕнче те пирĕн регион ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, кăтарту чи пĕчĕкки тесе ҫирĕплетнĕ. Ваттисен канашĕн членĕсем регионта Амăшĕ тата Ашшĕн ҫулталăкне халалласа ирттернĕ мероприятийĕсемшĕн республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева тав сăмахĕсем каланă.  Ҫак ĕҫе малашне те йĕркелесе пырсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вĕсем сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов регионта 340 пин ватăна шута илнине палăртнă.  Министр республикăра сывлăх сыхлавне аталантарассипе палăртнă тĕллевсем пирки каласа кăтартнă.

 Ветерансем хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн пурне те мухтаса тав тунă. Канашлу вĕҫленес умĕн, республикăри Ваттисен канашĕн председателĕ ырлăх-сывлăх суннă, аслă ăрăва пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама витĕм кӳнĕшĕн тав тунă,  ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул уявĕсемпе саламланă.

Аса илтеретпĕр: Ваттисен канашне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2015 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 161-мĕш Указĕпе килĕшӳллĕн ĕç ветеранĕсен республикăн экономика, общество тата культура пурнăçĕнчи пĕлтерĕшне ӳстерес, ăрусен çыхăнăвне тивĕçтерес тĕллевпе туса хунă. Унăн йышне тĕрлĕ отрасльти çынсене кĕртнĕ: вĕсем пурте хăйсен пурнăçĕнче, ĕçĕнче - социаллă пурнăçпа экономикăра ытти сферăра - çитĕнӳсем тунă, халăх хушшинче ырă ят-сум çĕнсе илнĕ.

Фоторепортаж



20 декабря 2017
06:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter