Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хӑрушсӑрлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе тата чаплӑ датӑпа – патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн органӗсене туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа – чун-чӗререн саламлатӑп!

Сирӗн ведомство Тӑван ҫӗршыв интересӗсемпе хӑрушсӑрлӑхӗн хуралӗнче пӗр ӗмӗр хушши сыхӑ тӑрать. Ятарлӑ службӑсен сотрудникӗсем хуть хӑш саманара та халӑхпа ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑ, хӑйсен салтак тивӗҫне яланах чыслӑн тата паттӑррӑн пурнӑҫланӑ.

Хальхи пурнӑҫ сирӗн ума уйрӑмах йывӑр та яваплӑ тӗллевсем лартать. Ҫав шута контрразведкӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗл, преступленилӗхпе тата терроризмпа кӗрешесси, патшалӑх чиккисене сыхласси кӗреҫҫӗ.

Кашнинчех, шалти тата тулашри хӑрушлӑхсенчен хӳтӗлекен шанчӑклӑ хӳтлӗх пулса тӑрса, хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗсем паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартаҫҫӗ, Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне туллин тивӗҫтереҫҫӗ.

Ветерансем типтерлӗн сыхласа упракан ҫар ҫыннисен тӑванлӑхӗн чи ырӑ йӑлисем чекистсен ҫӗнӗ ӑрӑвӗсемшӗн шанчӑклӑ ҫул маякӗ пулччӑр. Эсир чӑн-чӑн патриотсем тата Раҫҫей патшалӑхне кирек хӑш самантра та хӳтӗлеме хатӗр пулни пирки пӗрре те иккӗленместӗп.

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫусем, ырлӑхпа телей, тӑнӑҫлӑх тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                     Михаил Игнатьев



20 декабря 2017
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter