Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцена ăстине Вера Кузьминана «Ылтăн маска» Раҫҫейри наци театрĕн премине тивĕҫнĕ ятпа саламланă

Артистка Чувашского государственного академического драматического театра им. К.В. Иванова Вера Кузьмина – лауреат национальной театральной премии «Золотая маска»        Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РСФСР тава тивĕҫлĕ артисткине, РСФСР, СССР халăх артисткине, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцена ăстине Вера Кузьминана «Ылтăн маска» Раҫҫейри наци театрĕн премине тивĕҫнĕ ятпа саламланă, театр искусствине аталантарас ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.  

Палăртса хăваратпăр, ҫак премине илекенсен йышĕнче Валентин Гафт, Александр Ширвиндт, Иван Краско тата ыттисем те.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паллă сцена ăстине, актрисăна ырлăх-сывлăх, телей, малашнехи ĕҫре тата та пысăк ҫитĕнӳсем тума суннă.

«Сирĕн пултарулăх, суйласа илнĕ професси Раҫҫей театрĕсен пĕрлешĕвĕн пысăк хисепне тивĕҫрĕ. Чи пахи – халăх Сире кăмăллать, хисеплет, Эсир ăсталаса калăпланă рольсене юратать», - тесе шăрҫалсаса ҫырнă Михаил Игнатьев салам телеграмминче.

Вера Кузьмина Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче те пысăк хисепре,  70 ҫул театр ĕҫĕнче хăйĕн тĕлĕнмелле пултарулăхне халăх патне илсе ҫитернĕ.   Вăл чăваш, вырăс, ют ҫĕршыв классикĕсем   ҫырнă пьесисем тăрăх сахал мар сăнар калăпланă. Ҫĕршыври чи чаплă, сумлă ята тивĕҫнĕ чăваш Хĕрарăмĕ, сцена Амăшĕ пирĕншĕн яланах тĕслĕх вырăнĕнче.



20 декабря 2017
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter