Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуҫлăхне тата регионта пурăнакансене Çĕнĕ 2018 çул тата Христос çуралнă çутă кунпа ăшшăн саламланă

Раҫҫей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинран Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Çĕнĕ 2018 çулпа тата Христос çуралнă çутă кунпа ăшшăн  саламлани килсе ҫитнĕ. 

«Ҫак уйрӑмах ҫутӑ, асамлăх кӗтекен кунсенче кашни килте уяв атмосфери, ырӑ кӑмӑл-туйӑм хуҫаланать.  Ҫынсем пĕр-пĕрне чун-чĕререн саламласа телей, ырлăх-сывлăх сунаҫҫĕ,  ҫитес ҫул валли плансем палăртаҫҫĕ.  

Ҫĕнĕ ҫулта пирĕн кĕтнĕ ĕмĕтсем пурнăҫа кĕччĕр, палăртса хуни – тӳрре тухтăр, ырӑ ӗҫсемпе лайӑх улшӑнусем те  ытларах пулччӑр», - тенĕ салам йĕркисенче.

Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă.  «Шăпах та, ҫак уявсенче эпир ыррине кĕтетпĕр.  Шанатпăр, лайăххи, ĕмĕтленни яланах пурнăҫа кĕрессине.  Пирĕнтен кашниех хăйĕн пурнăҫĕ валли план йĕркелет, анчах та пире пурсăмăра та пĕрпек шухăшлама пĕлни, пĕр тĕллевсем патне ăнтăлни пĕрлештерсе тăрать те.  Раҫҫей ăнăҫăвне, ӳсĕмне шанатпăр», - тесе ҫырнă саламра.  

Ҫавăн пекех республика Пуҫлăхне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсем, РФ тата регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсен пуҫлăхĕсем, районсемпе хула ертӳлĕхĕсем, республикăра пурăнакан мĕнпур халăхран тенĕ пекех ҫывхарса килекен уявсемпе ăшшăн саламланă ҫырусем килсе тӑраҫҫĕ. 



21 декабря 2017
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter