Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭКРА» ТМЯО Наукăпа производство предприятийĕн Директорсен канашĕн председателĕпе Андрей Фурашовпа тата «ЭКРА» ТМЯО НПП генеральнăй директорĕпе Константин Донипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭКРА»  ТМЯО Наукăпа производство предприятийĕн Директорсен канашĕн председателĕпе Андрей Фурашовпа тата «ЭКРА» ТМЯО НПП генеральнăй директорĕпе Константин Донипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ ушкăнне тивĕҫлĕ ĕҫлесе пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Предприятире чăнласах та пысăк технологи вăй илсе пыни куҫкĕретех тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

«Эсир кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыратăр.  Таварсене экспорта куҫарасси лайăх пулса пырать, пахалăх шайĕ ҫӳллĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.   

Андрей Фурашов Чăваш Республикин Пуҫлăхне, предприятийĕн коллективĕ ячĕпе, организацине аталанса пыма пысăк тĕрев панăшăн тав тунă. ЭКРА ушкăнăн пысăк пайĕ Чăваш Республикинче вырнаҫнă. Вĕсенчен чи паллă предприяти регионта «ЭКРА» ТМЯО НПП.  Калăпланса тухакан таварĕсем «Россети» ПАО, «Росатом» ГКАЭ, «Транснефть» АК, «Роснефть» НК, «Газпром» ПАО ҫав тери пĕлтерĕшлĕ.  Предприяти ҫавăн пекех проектсен центрне аталантарассипе тимлет.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ӳлĕмрен те ҫĕнĕлле аталанса пыракан организацине витĕм кӳме хатĕрри пирки пĕлтернĕ.     

Фоторепортаж



21 декабря 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter