Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в очередной сессии Государственного Совета Чувашской РеспубликиЧӳк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессине хутшăннă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен малтан, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов ĕҫе пухăннă депутатсен ячĕпе Шупашкарти 1-мĕш №-лĕ ҫăкăр завочĕн генеральнăй директорне Елена Бадаевăна  «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕҫнĕшĕн ăшшăн саламланă, Чăваш Енри тава тивĕҫлĕ ĕҫсемшĕн мухтаса ырланă.

Ларура депутатсем социаллă пĕлтерĕшлĕ саккунсен проекчĕсене тишкернĕ. Чи кăсăклисенчен пĕри  - нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх тĕревĕпе тивĕҫтерни.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, амăшĕн капиталне 2021-мĕш ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсассине йышăннă. Депутатсем пĕр сасăллă пулса, ĕҫ хутне ырланă, ҫитес вăхăтрах ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев алă пусса ҫирĕплетĕ.

Палăртса хăвармалла, асăннă программа пурнăҫа кĕнĕренпе республикăри 4494 ҫемье хăй вăхăтĕнче  патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă, вĕсене валли 376,4 млн тенкĕ тăкакланă.  Ҫак мерăсене малалла тăсса, ҫитес 2018-2020-мĕш ҫулсем валли республика хыснинче ҫулсерен 196,8 млн уйăрма тĕллев лартнă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти саккунсен проекчĕсене те анлăн пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 Кăҫалхи ҫул Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн юлашки сессийĕ пулнă. Республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев пухăннă депутатсене пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫленĕшĕн, халăхăн ыйтăвĕсем ҫине яланах тивĕҫлĕ хуравсем панăшăн тав тунă, саккунсем йышăнас ĕҫре пуҫаруллă пулнăшăн ырланă. Республика Правительстви хăй ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫе туллин пурнăҫланине каланă. Кăтарту та ҫук мар, регионта пурнăҫ условийĕн шайĕ ӳссе пырать, халăх нумай ҫул пурăнни пурсăмăра та савăнтарать, ача ҫураласлăхĕн шучĕ хăпарнă, пепкесем те вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлнă тĕслĕхсем пачах та ҫук тесен те йăнăш мар, йышлă ҫемьесем нумайланни вара, пурсăмăра та хĕпĕртеттерет.  Граждансем вăтамран 71 ҫул пурăнни куҫкĕретех.  Нумай ачаллă ҫемьесем 40,7 процент ӳсни паллă.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн пуҫаруллă йышăнăвĕсем, шăпах та регионта ҫак ҫӳлерех асăннă ӳсĕмсене тума витĕм кӳнине каланă. Ку хутĕнче ытларах республика Пуҫлăхĕ медицина пайĕнчи актуаллă ыйтусем тавра та чарăнса тăнă. Ҫав тери аван, пуҫласа кăҫалхи ҫул, шыҫă чирĕ вăраха кайса вилнисен шучĕ пĕчĕкленнĕ. Апла пулсан, нимĕнле сăлтав та ҫук, чире пула халăх тăкăнать тесе калама. Медицинăра пысăк технологиллĕ хатĕрсем вăй илни куҫкĕретех.    

Аслă ҫулсенчи ватăсем те ҫак сăмахсене пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирĕплетнĕ. Вĕсем те регионти медицина пулăшăвĕн пахалăх шайĕпе питĕ кăмăллă. Республикăра ĕҫ ветеранĕ ята тивĕҫнисем сахал мар, вĕсене валли республика хыснинчен 8,8 млрд тăкакланă.

Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне хакланă май, хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те каласа кăтартнă. Шупашкарти тракторсен завочĕн шăпи кун йĕркинчех. Чи пахи вара, концерн вăй илсе ҫирĕппĕн ура ҫине тăма пуҫлани. Регионта банксенче ипотека илме аван, процент ставки пĕчĕкленни ҫав тери пысăк пулăшу халăхшăн. Ҫынсем хваттерсем туянаҫҫĕ, строительсем ҫурт-йĕрсене кулленех ҫĕклесе пыраҫҫĕ.  Регионта обществăлла политика лару-тăрăвĕ пĕр тикĕс лайăх аталанса пыни, граждансене пурăнма хавхалантарать. Ҫынсем ыранхи куна кĕтсе савăнса илеҫҫĕ. «Мĕнпур влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе ăнланса тухăҫлă ĕҫлесе пырсан тин, малалла пысăк утăмсемпе ăнтăлма пулать.  Ун чухне пире халăх шанасси те, ĕненесси те куҫкĕретех пулĕ», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăй сăмахне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



21 декабря 2017
15:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter