Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ростех» Патшалăх корпорацийĕн индустри директорĕпе Сергей Абрамовпа тĕплĕ калаҫу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с индустриальным директором кластера обычного вооружения, боеприпасов и спецхимии ГК «Ростех» Сергеем АбрамовымРаштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа «Ростех»  Патшалăх корпорацийĕн индустри директорĕ Сергей Абрамов килсе ҫитнĕ.

Официаллă хăнасем регионта «Тракторсен завочĕ» Концерн предприятийĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă,  ертӳҫĕсем «Промтрактор» АУОра,  Шупашкарти агрегат заводĕнче пулнă. Ĕҫ ушкăнĕсемпе тĕл пулнă самантра «Промтрактор» АУО тата Шупашкарти агрегат завочĕн ҫĕнĕ директор ĕҫĕсене пурнăҫлакан — Вилсор Халиуллинпа паллаштарнă.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ростех»  Патшалăх корпорацийĕн директорĕпе Сергей Абрамовпа тĕплĕ калаҫу ирттернĕ.

Тĕлпулу самантĕнче «РТ-Курганмашзавод» АО управляющий компанийĕн ертӳҫи Евгений Фомичев,  «ККУ «Концерн «Тракторные заводы» ТМЯО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Дмитрий Сидоров,  «Промтрактор» АУО тата «Чебоксарский агрегатный завод»  АУО директор ĕҫне пурнăҫлакан Вилсор Халлиулин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, РФ Президенчĕн Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ Юрий Акиньшин, Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Сергей Григорьев пулнă.  

Ĕҫе пухăннисем, Шупашкарти тракторсен завочĕн финанс ыйтăвĕсем пирки тарăн калаҫнă.   

 Сергей Абрамов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхне предприятийĕн шăпине татса пама пысăк витĕм кӳнĕшĕн, лару-тăрăва уҫăмлатма пулăшнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, «Ростех» Патшалăх корпорацийĕн планĕпе те паллаштарнă. Ҫулсерен производствăн калăпăшĕ ӳссе пынине асăннă вăл. Халăха вăхăтра ĕҫ укҫипе тивĕҫтернине пĕлтернĕ.

«Халăха тивĕҫлĕ ĕҫ вырăнĕпе пулăшассине тата та ытти ыйтусене вăхăтра татса парассине яланах эпир ĕненетпĕр», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Фоторепортаж



21 декабря 2017
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter