Чăваш Республикинче террора хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн тата оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ

В Доме Правительства обсудили вопросы безопасности и антитеррористической защищенности в новогодние праздникиРаштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикинче террора хирĕҫ кĕрешекен комиссийĕн тата оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ. Ăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей УФСБ Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Сергей Софронов йĕркелесе ертсе пынă.   

Канашлăва уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул уявĕпе Раштав кунĕсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри тесе каланă, пушарсенчен сыхланасси те кун йĕркинче тăнине палăртнă, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăхĕнче те асăрхануллă пулмаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

«Культура енĕпе ҫыхăннă мероприятисенче граждансене хăрушсăрлăх теми пирки кулленех асăрхаттармалла, кирек-епле ĕҫре те тимлĕхе ҫухатма юраманнине ҫирĕппĕн каланă. Регионта кăлтăксем пулмалла мар, пур ĕҫе те яваплăха туйса ҫӳлĕ шайра йĕркелесе пымалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикинче террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ертӳҫи  Евгений Терёшин хăйĕн докладĕнче комисси йĕркелесе ирттернĕ ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, ҫитес 2018-мĕш ҫул валли лартнă тĕллевсем, план пирки каласа кăтартнă.

Шупашкар хулин  Мускав районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Петров тата Ҫĕмĕрле хулин администрацийĕн ертӳҫи Алексей Григорьев хăйсен сăмахĕсенче муниципалитетсенчи лару-тăрупа паллаштарнă.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствинче пай пуҫлăхĕн ҫумĕ пулса ĕҫлекен Александр Макаров уявсем валли йышăннă план ҫинчен каласа кăтартнă.   

Паян канашлу вăхăтĕнче, хисепе тивĕҫнисене наградăсем парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне Вăрмар районĕн администрацийĕнче ĕҫлекен Юрий Ефимов  тата Улатăр район администрацийĕнче  вăй хуракан Евгения Аблизина тивĕҫнĕ.  

Фоторепортаж



22 декабря 2017
17:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter