Шупашкарта Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин икĕ административлă ҫурчĕ хута кайнă
Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче харăсах Шупашкарта Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин икĕ административлă ҫурчĕ хута кайнă.
Паллă пулăма Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Енри федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ, генерал-майор Сергей Неяскин тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.
Шупашкарта Карл Маркс урамĕнче ҫĕнĕ капмар ҫурт ҫĕкленнĕ. Унăн строительство ĕҫне 2014-мĕш ҫулта тытăннă пулнă. Объектăн строительство ĕҫне «Строительная компания «Гарант» Мускаври предприяти пурнăҫланă.
Пухăннă полици ĕҫченĕсене ҫак паллă пулăм ячĕпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă май, ҫĕнĕ ҫуртра вĕсене валли ĕҫлеме условисем питĕ чаплă пулнине асăннă. Ҫĕнĕ корпус хулан сăн-сăпатне илем кӳни те никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ.
РФ Президенчĕ Владимир Путин ҫĕршыври Шалти ĕҫсен пайĕн пурлăхпа техника базине пуянлатасси пирки сахал мар ыйту хускатнине те асăннă вăл сăмаха малалла тăсса.
«Ҫак ĕҫсене пĕтĕмпех ҫĕршывра социаллă-экономика тăнăҫлăхĕ хуҫалантăр тесе йышăнаҫҫĕ. Кун пирки ҫирĕппĕнех калама пулать», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ, генерал-майор Сергей Неяскин РФ ШĔМ, Чăваш Ен Пуҫлăхне, хула ертӳлĕхне объекта хăпартса лартма витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Регионта йĕркелĕх хуҫалантăр тесе, служба ĕҫченĕсем таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеме шантарнă.
Республикăри ветерансен полици ĕҫченĕсен обществăлла организацийĕн председателĕ, хисеплĕ канăва тухнă Михаил Киселев хăйĕн сăмахĕнче, кун пек курăмлă пулăм тахҫантанпах вĕсен службинче пулманнине асăннă. Чăнласан та, лайăх условисем полици ĕҫченĕсене малашне те тивĕҫлĕ ĕҫлесе пыма пулăшассине каланă.
Хăнасем хĕрлĕ хăйăва каснă хыҫҫăн, ҫуртăн шалти пайĕпе кăсăкланнă, условисене курса хакланă, музей ĕҫĕпе паллашнă.
«Полици ĕҫченĕсем валли хăтлă условисем йĕркелени куҫкĕретех. Шалти ӗҫсен министерствипе ведомствӑсем хушшинче тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси пирӗн паян лайӑх шайра йӗркеленнӗ. Пӗр-пӗринпе ҫакӑн пек усӑллӑ хутшӑнса ӗҫленине пула криминаллӑ лару-тӑрӑва ҫирӗппӗн асӑрхаса тӑма, социаллӑ-политикӑпа ҫыхӑннӑ хирӗҫӳллӗ лару-тӑруран сыхланма май килет. Малашне те ҫапла ĕҫлессе шанатăп», - тесе хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Паян хулари Дзержинский урамĕнче республикăри ШĔМ тепĕр ҫĕнĕ ҫурчĕ хута кайнă. Сергей Неяскин ҫак ҫуртра криминалистика енĕпе тимлекен специалистсене вырнаҫтарнине пĕлтернĕ. Ҫĕнĕ объекта 2013-мĕш ҫулта юпа уйăхĕнче строительство ĕҫне пуҫланă. Унăн генеральнăй подрядчикĕ «Холдинговая компания «Голицын» АХО. Палăртма кăмăллă, условисем ҫав тери ĕҫлеме лайăх. Пĕтĕмĕшле ҫак икĕ ҫурта хута яма РФ федераци хыснинчен 630 млн тăкакланă. Республика бюджетĕнчен пурĕ 21,1 млн уйăрнă, вăл пулăшăва ытларах тавралăха тирпей-илем кӳртме тăкакланă.
Хăнасем объектсемпе кăмăллă, ҫуртсем паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.