Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене тивĕҫнисене торжествăлла майпа чысланă

Михаил Игнатьев вручил государственные награды Российской Федерации и Чувашской Республики труженикам республикиРаштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин  патшалăх наградисене тивĕҫнисене торжествăлла майпа чысланă. Регионта пысăк хисепе тивĕҫнĕ  53 ҫын ҫак  кун хăйсен кăмăлне тултарнă, вĕсем культура, наукăпа искусство, ял хуҫалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмĕнче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă.  

Паллă пулăма паян ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев, Чăваш Республикин обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков,  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков, «Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацийĕн председателĕ  Алевтина Федорова, регионти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин хутшăннă.  

«Паян эпир Чăваш Ен мăнаҫланакан ҫынсене чыслатпăр. Хамăр суйласа илнĕ ĕҫре пурсăмăра та иртсе пыракан ҫул ҫитĕнӳсем тума пулăшрĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май.   

Чăваш Енре ĕҫлекенсем халăхăн пурнăҫ условине лайăхлатассишĕн сахал мар тăрăшнине, ҫамрăксене аталанса пырассинче, вĕрентӳпе сывлăх сыхлавĕнче, культурăра пысăк тӳпе хывнине каланă вăл сăмаха малалла тăсса.

«Пурсăра та ҫак наградăсене тивĕҫнĕшĕн мухтатăп. Ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсем тума сунатăп, ырлăх-сывлăх, Раҫҫей, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме сĕнетĕп. Пĕрле ăнланса ĕҫлени, ҫĕнĕ 2018 ҫулта та пысăк кăтартусем тума пулăшассине ĕненетĕп», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ.

Хисепе тивĕҫнисем республика Ертӳҫине хăйсем патне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, малашне те тухăҫлă ĕҫлеме шантарнă, паянхи наградăсем ҫитĕнӳсем тума хавхалантарнине пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.

Регионта ырă пурнăҫ хуҫаланни, халăх валли хăтлă условисем пулни – пĕтĕмпех республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тăрăшса, яваплăха туйса таса чунпа ĕҫленипе пулса пырать тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ.  Кун пирки граждансем те кулленех ҫирĕплетеҫҫĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  «Шăпах та, унăн ырă та пуҫаруллă ĕҫĕсене тĕпе хурса, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ  Михаил Игнатьева наградăпа тивĕҫтересси пирки йышăнчĕ. Регион Пуҫлăхĕн пысăк ҫитĕнĕвĕсене республикăра анчах мар, Раҫҫей шайĕнче те пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирĕплетнĕ, унăн паха ĕҫĕсем ытти субъектсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ Валерий Филимонов.

Михаил Игнатьев хăйне ҫакăн пек пысăк хак панăшăн тав тунă,  ҫак награда пĕтĕм Чăваш Ен халăхĕн тивĕҫĕ те тесе сăмаха тăснă.  Хăйне вĕрентекен учительсене, шанчăклă тусĕсене, пĕрле ĕҫлекенсене пурне те мухтаса пуҫ тайнă.

«РФ Президентне Владимир Путина мана шаннăшăн тав тăватăп», - тенĕ вăл, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансене, пурне те пĕрне-пĕри ăнланса, республика ырлăхĕшĕн ĕҫленĕшĕн мухтанă. Кăтарту та ҫук мар, республикăра вăрăм ĕмĕрлисен шучĕ ӳсет, йышлă ҫемьесем сахал мар, халăх пурнăҫпа кăмăллă.

«Яланах Раҫҫей тата Чăваш Ен халăхĕшĕн ĕҫлĕп!» - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



22 декабря 2017
17:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter