Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Энергетика отраслӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Ен энергетика отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Энергетика экономикӑн чи кирлӗ те пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри шутланать. Регионӑн ҫирӗп аталанӑвӗ тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗ ытларах чухне унӑн тухӑҫлӑхӗпе шанчӑклӑхӗнчен килет.
Кӑҫал Чӑваш энергетика управленийӗ 60 ҫул тултарчӗ. Ҫав ҫулсен тапхӑрӗнче отрасль ӗҫченӗсен пысӑк ӑсталӑхне, ырми-канми тӑрӑшулӑхне тата ӗҫе чунтан парӑннине пула республикӑн энергетика вӑй-хӑватне аталантарас тӗлӗшпе курӑмлӑ ҫитӗнӳсем тунӑ.
Паян Чӑваш Ен энергетика комплексӗнче пысӑк ӑсталӑхлӑ, производствӑри темле кӑткӑс тӗллевсене те татса пама пултаракан специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Эсир ӑшӑпа электроэнергие потребительсене пӗр кӑлтӑксӑр ҫитерсе паратӑр, стратегиллӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен энергетика хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр. Сире яваплӑ ӗҫӗршӗн тата тӗрлӗ аварисене сирсе янӑ чухне килӗшӳллӗн те кал-кал ӗҫлеме пӗлнӗшӗн тав тӑватӑп.
Чӑваш энергетикӗсем социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсене татса парас ӗҫе малашне те витӗмлӗ тӳпе хывасса шанса тӑратӑп.
Отраслӗн пӗтӗм ӗҫченне ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, тухӑҫлӑ та кӑлтӑксӑр ӗҫлеме тата предприятисен экономика тӗлӗшӗнчи ҫирӗплӗхне сунатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев