Канаш монохулан проекчĕсене финас тĕлĕшĕнчен тĕрев парасси уҫăлнă

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин монохуласене аталантарассипе ĕҫлекен фондăн сăнав канашĕн ларăвĕ пирки каласа кăтартнă,  Канаш хулине аталанма пулăшу куҫарма йышăну тунине пĕлтернĕ.  «Ҫитес тапхăртах ларăвăн протоколне те хатĕрлĕҫ.  Чăваш Республикин Правительствине ĕҫ хутне тăратасси паллă», - тенĕ премьер-министр.  

"Фонд развития моногородов"  организацийĕн сăнав канашĕн ларăвĕ раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртнĕ. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Аппарачĕн Ертӳҫин пĕрремĕш ҫумĕ Максим Акимов  йĕркелесе ертсе пынă.   Ҫак сăнав канашĕн ĕҫне Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.  

Палăртса хăваратпăр, октябрь уйăхĕнче «Фонд развития моногородов» организаци Канаш хулине пулăшу куҫарассине чарса лартнă, сăлтавĕ проект ĕҫне пĕр инвестор пурнăҫлама пăрахăҫланипе ҫыхăннă.

 «Халĕ, пирĕн сĕнӳсене пĕтĕмпех туллин йышăннă. Ҫитес вăхăтрах Чăваш Республикин Правительствине протокол та ҫитерсе парĕҫ.  Хушма килĕшӳ ĕҫ хучĕ те пулĕ.  Тĕллев пирĕн – кăтартусене пĕтĕмпех пурнăҫласси. Килĕшӳ хутне кĕртсе хăварнă ĕҫсене  туллин пурнăҫа кĕртесси», - тенĕ премьер-министр.  

  



25 декабря 2017
17:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter