Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2017-мĕш ҫулăн малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ

Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн 2017-мĕш ҫулăн малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене паян, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе пынă ĕҫлĕ планеркăра тĕплĕн пăхса тухнă.  Яланхиллех канашлăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисем пуҫтарăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2017 ҫулта вунпĕр уйăх хушшинче промышленноҫ производствин индексĕ 104 процентпа танлашнине пĕлтернĕ. Ял хуҫалăх таварĕсен производствин калăпăшĕ 100,4 процента ҫитнĕ, вăтам ĕҫ укҫин виҫи 7 процент хăпарнине асăннă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  хăйĕн докладĕнче регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономикăн тĕп кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.

«Промтрактор-Промлит» ТМЯО, «Промтрактор-Вагон» АХО, «Промтрактор» АУО, «ЧПО им. В.И. Чапаева» АО, «ЧАЗ» АУО, «Электроавтомат» АО, «Завод «Электроприбор» АО, «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО, «ИЗВА» ТМЯО, «Лента» АО, «Яхтинг» ТМЯО, Филиал АХО Фирма «Август» «ВЗСП» тата ытти предприятисем тухăҫлă ĕҫленĕ, ӳсĕм чылай. Ҫав вăхăтрах айванланнисем те пур, вĕсем:  «ШЗСА» АО, «Гален» ТМЯО, «ЧЗСМ» АУО, «ЧЭМЗ» АХО, «ВНИИР» АУО, «АМЗ» АО, «Чулочно-трикотажная фабрика» ТМЯО.

«Строительство» пайĕнче 2017 ҫулта кăрлач-чӳк уйăхĕсенче 27 млрд  ĕҫ пурнăҫланă. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 84 процент пулать. Пĕтĕмпе 458,9 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартса лартнă.

2017 ҫулта раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕҫсĕррисен шучĕ 0,65% ҫитнĕ, кăтарту пĕлтĕрхинчен сахал.  Халăха ĕҫпе тивĕҫтерекен центрсенче пĕтĕмпе 4,2 пин ҫынна шута илнĕ. Пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăрта 5,1 пин ҫын регистрациленнĕ пулнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Тракторные заводы» Концерн предприятийĕсем Тулашэкономбанк тата «Ростех» Патшалăх корпораци витĕмлĕхĕпе ĕҫлесе пынине асăннă.  Халăха ĕҫ укҫипе тивĕҫтерме 162 млн тенкĕ куҫарса панине палăртнă, пуласлăхра ҫĕнĕ заказсем йышăнасси те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха тăсса.

«Паянхи куна илес пулсан, ĕҫ укҫипе парăма пĕтĕмпех парса татнă.  Ҫитес тапхăрта энергорессурсемшĕн тата пухăннă налуксене те туллин тивĕҫтерме плана кĕртнĕ», - тесе пĕлтернĕ Владимир Аврелькин.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче  республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайĕ 106,5 процентпа танлашать тенĕ. Финанс ыйтăвĕсемпе тухăҫлă ĕҫленине кура, федераци хыснинчен кăҫалхи ҫул пĕлтĕрхинчен чылай пысăкрах пулăшу илнине, кăтарту 13 процент ытларах пулнине каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, республика бюджечĕн тупăш пайне кăҫал раштав уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне 42013,2 млн пурнăҫланине пĕлтернĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăртипе танлаштарсан 108,5 процента ҫитнĕ. Налуксенчен те сахал мар укҫа-тенкĕ пуҫтарăнни паллă. Республика бюджетне каялла тавăрăса памалли мар укҫа 16692,8 млн кĕнĕ, 2016-мĕш ҫулта ҫак тапхăрта 14532,2 млн ҫеҫ пулнă.

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 40897,4 млн танлашать. Вăл шутран социаллă тытăмпа культура пайне 28084,4 млн тăкакланнă, пĕлтĕрхинчен кăтарту пысăк.  «Эпир социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕҫсене пурнăҫлама укҫа-тенкĕне ҫителĕклĕ куҫарса паратпăр», - тенĕ Светлана Енилина.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, регион Пуҫлăхĕ мĕнпур ыйтусене ҫулталăк вĕҫлениччен татса памаллине, 2017-мĕш ҫула тивĕҫлĕ вĕҫлемеллине, ҫĕнĕ 2018-мĕш ҫула лайăх кăтартусемпе кĕмеллине чĕнсе каланă. Патшалăх программисене пурнăҫа кĕртес ыйту ҫине уйрăма пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.

Светлана Енилина 2018-мĕш ҫул валли йышăннă бюджетпа ĕҫлеме хатĕррине каланă, тăкаксен пайне ҫирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă.

«Мĕнпур ĕҫе нимĕнле кăлтăксемсĕрех пурнăҫлассишĕн тăрăшмалла, пĕр самантлăха та чарăнмалла мар», - тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев



25 декабря 2017
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter