Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ВДНХ «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн XVII-мĕш съезд ĕҫне хутшăннă

Раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ВДНХ «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн XVII-мĕш съезд ĕҫне хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп тема – 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Президенчĕн суйлавĕпе ҫыхăннă ыйту.

«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн пленар ларăвĕнче Раҫҫей Президенчĕ тухса калаҫнă.

Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» членĕсене витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

«Ҫак палăртнă парти чăнласах та хăйĕн пуҫаруллă ĕҫĕсемпе граждансем умĕнче пысăк хисепе тивĕҫнĕ.  Пĕтĕм ҫĕршывра, регионсенче пурăнакансем мухтани те куҫкĕретех.   Раҫҫей халăхĕпе пĕрле эпир ҫĕршыв аталанса пытăр тесе сахал мар йывăр ҫул-йĕрсене парăнтартăмăр.  Нимĕнле чăрмава та хамăр патне ҫывăха ямарăмăр. Кризис пире инкек кăтартаймарĕ. Эпир ĕҫлеме пĕлнине пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирплетрĕмĕр», - тесе каланă РФ Президенчĕ.      

Владимир Путин докладра тĕп тĕллевсене те палăртнă, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пымаллине те чĕнсе каланă.  «Пуласлăхра тивĕҫлĕ вырăн кашнишĕн пулмалла. Кирек-епле ҫын та пурнăҫра хăйĕн валли лайăх вырăн туптăр тесе, вĕсене ура ҫине тăма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парассишĕн ҫине тăрса ĕҫлемелле.   Пирĕн ҫак тĕллевсене пурнăҫа кĕртесси – халăх умĕнчи яваплăх», - тесе каланă вăл.  

Съезд ĕҫне пĕтĕмпе 2500 яхăн ҫын хутшăннă, вĕсенчен 455 делегат «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика партийĕн 85 регионĕсенчен пуҫтарăннă. РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, тĕрлĕ шайри влаҫ тытăмĕсенче тăрăшакансем, экспертсем, обществăлла организацийĕсен пайташĕсем тата та чылай официаллă ҫынсем пулнă.  

Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă. Вĕсен йышĕнче: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, регионти уйрăмĕн Секретарĕ Валерий Филимонов, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Леонид Черкесов, Алена Аршинова, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партийĕн ертӳҫи Вячеслав Рафинов, партийĕн Генеральнăй канашĕн членĕ Николай Миллин, регионти уйрăмĕн Обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳҫи Николай Николаев тата ытти официаллă ҫынсем.  

«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн съездĕнче Партийĕн Аслă тата Генеральнăй канашăн ротацине йĕркеленĕ, Устава ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă. Ҫак кун Генеральнăй канашĕн ҫĕнĕ йышĕн ларăвĕ иртнĕ.   



25 декабря 2017
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter