Республикăра пурăнакансемпе хăнасем валли Ҫĕнĕ ҫулпа ҫутă Раштав уявĕсенче хаваслă мероприятисем кĕтеҫҫĕ

Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.  Ĕҫе пухăннисем ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫулпа  ҫутă Раштав уявĕсенчи мероприятисем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Хĕллехи кану кунĕсене йĕркеллĕ ирттермелли ҫинчен сăмах хускатнă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев  хăйĕн докладĕнче  регионта уяв кунĕсенче пĕтĕмпе 1700 ытла мероприяти плана кĕртнине пĕлтернĕ, вĕсенче 500 пин ытла ҫын хутшăнасса каланă.

2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 3-7-мĕш кунĕсенче халăх валли Ҫĕнĕ ҫул уявĕсенче Чăваш Енре ятарлă ҫулҫӳрев карттине йĕркеление асăннă. Кăҫал ҫак маршрут 5 муниципалитет урлă иртĕ. Вĕсем: Сĕнтĕрвăрри районĕ, Шупашкар районĕ, Ҫĕнĕ Шупашкар, Муркаш районĕ, Улатăр хули. Шупашкарти туристсен информаципе культура центрĕнчен ятарлă автобус ҫула тухма хатĕрленесси  те паллă. Офисра кашни тӳлевсĕр майпа туристсен карттине илме пултарать тесе пĕлтернĕ министр.   Проектăн ĕҫĕпе туристического портала Чувашии сайтра та тĕплĕнрех паллашма май пур.  Проекта хутшăнма Тутарстанран, Марий Элран, Ульяновск облаҫĕнчен хăнасем кăмăл тунă.  Пуҫласа кăҫалтан регионта «Этническая Чувашия» туристсем валли кластер уҫăлать. «Ясна» тата «Амазония» этнокомплексенче аслисемпе ачасем валли тĕрлĕ авторсен ятарлă ĕҫĕсем  пулĕҫ, пĕр сăмахпа каласан, программа пуян.

Раштавра кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче чиркӳсенче ятарлă кĕлĕсем иртесси паллă.  

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ача-пăчасен пултарулăх керменĕнче елка пулать.

Ырă хыпар пирки те чарăнса тăнă культура министрĕ, Чăваш Енре Патăрьел районĕпе Тăвай тăрăхĕнче ҫĕнĕ клубсем хута яма плана кĕртнĕ.

Ҫĕнĕ ҫулпа ҫыхăннă мĕнпур хыпарсене (http://volgatourizm.ru/) пĕлме пулать, е тата (8352) 23-83-43 номерпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме май пур.

Хĕллехи кану вăхăтĕнче ачасем валли йĕркеленĕ уйрăм мероприятисем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев каласа кăтартнă, пурĕ мероприятисене 207 пин ачана явăҫтарма плана кĕртнĕ.  Уявсенче хăрушсăрлăх теми те кун йĕркинче тăнине каланă министр.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăра йĕлтĕрпе ярăма ҫулсем хатĕр пулмаллине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă, халăха уҫă сывлăшпа уҫăлса ҫӳреме пĕтĕмпех условисем хатĕрлесе памаллине асăннă.   Пурин те уявсенче тимлĕхе ҫухатма юраманнине чĕнсе каланă. Хĕллехи тапхăрта пулăҫăсене те асăрхамаллине, вĕсене те йĕрке пăсассинчен сыхă тăмаллине палăртнă. «Автомашина ҫулĕсене вăхăтра тасатса тăмалла, тротуарсем тирпейлĕ пулмалла. Пĕр сăмахпа каласан, пур ҫĕрте те тирпейлĕх хуҫаланмалла», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе. 



25 декабря 2017
15:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter