Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей ҫӑлавҫин кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн ҫӑлав службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Раҫҫей ҫӑлавҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫӑлав службисен хӑюллӑ ӗҫченӗсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшма чӑн малтан пырса ҫитеҫҫӗ, майсӑр лару-тӑрӑва сирсе янӑ ҫӗре хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ.

Кӑткӑс та йывӑр условисенче килӗшӳллӗн те кал-кал ӗҫлеме пӗлнӗрен чӑваш ҫӑлавҫисем чыс-хисеп тата ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Сире хӑюлӑхшӑн, тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тата вун-вун ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑшӑн тав тӑватӑп!

Мухтавлӑ йӑла-йӗрке тата пуян опытӑр ҫине таянса эсир хӑвӑрӑн умӑрти тӗллевсене малашне те ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп. 

Мӗнпур ҫӑлавҫӑна ҫирӗп сывлӑхпа ҫемье телейне, ырлӑх тата службӑра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                     Михаил Игнатьев  



26 декабря 2017
07:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter