Раҫҫей Федерацийĕн ĕҫпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Раҫҫей Федерацийĕн ĕҫпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Ертӳҫĕсем тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалу укҫийĕ пирки сăмахланă, «Тракторсен завочĕ» Концерн предприятийĕсенчи лару-тăру, ҫу уйăхĕнче кăларнă указсем епле пурнăҫа кĕрсе пыни тата ыттисем те кун йĕркинчех пулнă. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвне тĕпе хурса, ҫĕршывра демографи политикине ырă енне куҫарни куҫкĕретех.  Патшалăх пулăшăвĕн ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ мерисем пурнăҫа кĕрсе пыни пурсăмăра та пурăнма хавхалантараҫҫĕ. Ҫак асăннă ыйтусене тĕпе хурса ĕҫлемелли пирки тĕплĕн канашланă ертӳҫĕсем.

Ку хутĕнче калаҫăва Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ ĕҫпе социаллă хӳтлĕх Министрне Чăваш Республикине пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Регионта ĕҫсĕррисен шутне чакарассипе те сахал мар витĕм кӳнине, республикăра йышăннă программăсене пурнăҫа кĕртсе пырас ĕҫре те асăннă министерствăн тӳпи пысăк тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Тракторсен завочĕ» Концерн предприятийĕсене ҫирĕппĕн аталанса пыччĕр тесе те сахал мар тĕрлĕ мерăсем йышăнма пулăшни те куҫкĕретех тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха тăсса.   Чи пахи – пысăк профессионалсене упраса хăварни, вĕсене валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлени.  Концерн предприятийĕсене юлашки тапхăрта уйрăмах, Тулашэкономбанк тата «Ростех» Патшалăх корпорацийĕ витĕм кӳни хавхалантарать.  Организацисенче ĕҫлекенсене шалу укҫипе тивĕҫтерме вĕсем пурĕ 162 млн уйăрнă. Ҫитес вăхăтра предприятисем валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ заказсем илессишĕн ҫине тăрса ĕҫлеме плана кĕртнĕ.  

РФ ĕҫпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Регионта ҫулсерен ĕҫсĕррисен шучĕ чаксах пырать, производствăра айăпланнисем пачах та ҫук тесен те йăнăш мар, халăх ĕҫ правилисене пăхăнни куҫкĕретех. 



26 декабря 2017
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter