Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Мускав хулинче
Раштав уйăхĕн 26-27-мĕш кунĕсенче регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Мускавра.
Республика Пуҫлăхĕн ҫул ҫӳрев планĕпе килĕшӳллĕн, федераци органĕсен тата обществăлла организацисен ертӳҫисемпе ĕҫлĕ тĕлпулусене палăртса хунă.
Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕн пĕтĕмлетӳ ĕҫне хутшăнать. Асăннă мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пырать. Паллă пулăм Мускаври Пысăк Кремль керменĕнче иртет.