Чăваш Республикинчи чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ тата чи лайăх муниципаллă служащийĕ ята ҫĕнсе илнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă

 Раштав уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ тата чи лайăх муниципаллă служащийĕ ята ҫĕнсе илнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.

Паллă пулăма Чăваш Республикин патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, конкурс ҫĕнтерӳҫисем, республикăри кадр службисен специалисчĕсем хутшăннă.

Мероприятине пухăннисене чи малтан Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи  Юрий Васильев  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата хăйĕн ячĕпе ăшшăн саламланă, ҫĕнтерӳҫĕсене профессионал тĕлĕшĕнчен малашне те ӳссе пыма, палăртнă тĕллевсем патне ăнтăлма чĕнсе каланă.

Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче ҫак конкурссене йĕркелесе ирттерни ҫав тери вырăнлă тенĕ. Специалистсем пĕлӳ шайне ӳстерни - лартнă тĕллевсене туллин тата тухăҫлă пурнăҫлама витĕм кӳнине асăннă.  Сăмаха май, Чăваш Республикинчи чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ ята ҫĕнсе илессишĕн конкурса 2011-мĕш ҫултан пуҫласа пурĕ 150 ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнине пĕлтернĕ.  «Конкурса хутшăнакансем чи ăста специалистсем, вĕсен пĕлӳ шайĕ те ыттисемпе танлаштарсан пысăкрах пулни куҫкĕретех. Паянхи пурнăҫ таппине тӳр килсе ĕҫлени кирек-епле ыйтăва та вăхăтра татса пама пулăшать.  Чи пахи - ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисем малалла аталанса пыраҫҫĕ, пысăкрах та пысăкрах должноҫсене вырнаҫаҫҫĕ, апла пулсан, вĕсем тăрăшни кăлăхах мар», - тенĕ вăл.

 Юрий Васильев конкурс ҫĕнтерӳҫисене малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.   «Хатĕрленĕ проект ĕҫĕсем ҫулран ҫул лайăхлансах пыраҫҫĕ.  Чи лайăх пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшапăр», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

Кăҫал конкурса пурĕ 19 ҫын хутшăннă.

Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ ята Цымбал-Макарова Александра Юрьевна  ҫĕнсе илнĕ. Вăл ыттисене кая хăварса хисеплĕ пĕрремĕш вырăна тивĕҫнĕ.  Паянхи куна ҫĕнтерӳҫĕ Чăваш Республикин Информаци политикин министерствинче вăй хурать.   Иккĕмĕш вырăна Егорова Дина Вячеславовна, вăл Чăваш Республикин Экономика министерствинче тăрăшать тата Константинов Денис Евгеньевич тивĕҫнĕ, вăл Чăваш Республикин Культура министерствинче ĕҫлет.  Виҫҫĕмĕш вырăна Булатова Эльвира Александровна ҫĕнсе илнĕ, ҫĕнтерӳҫĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче тăрăшать.  Ҫакăн пекех ҫак хисепе Головина Анна Германовна тивĕҫнĕ, вăл Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствинче вăй хурать. Маскин Евгений Вячеславович та вĕсенчен кая юлман, виҫҫĕмĕш вырăна тухнă, вăл Чăваш Республикин Финанс министерствинче пай ертӳҫи пулса ĕҫлет.

Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципаллă служащийĕ ята тивĕҫнисем: Марков Борис Николаевич (Ҫĕрпӳ районĕ),   Ананьева Рената Иосифовна (Муркаш районĕ), Михайлова Елена Александровна (Тăвай районĕ),  Кудряшов Александр Виталиевич (Шупашкар районĕ), Чернова Алина Витальевна (Муркаш районĕ),  Семенова Елена Леонидовна (Элĕк районĕ).

Хисепе тивĕҫнисене диплом парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



27 декабря 2017
08:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter