Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллин эскизĕ пирки йĕркелемелли конкурс ҫинчен тишкернĕ

Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ, «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп паллине йĕркелемелли пирки конкурс ҫинчен тĕплĕн тишкернĕ.  Конкурс ĕҫĕн йĕркине ертӳҫĕсем пăхса тухса йышăнса та хăварнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев асăннă ĕҫ хутне, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указне тĕпе хурса пурнăҫланине пĕлтернĕ, палăртнă документа Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратиччен, ăна валли ятарлă паллăн эскизне хатĕрлеме конкурс ирттермелли ҫинчен каланă. Конкурс йĕркелӳҫи Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ шутланать.   

Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче конкурса мĕнпур халăхăн хутшăнма ирĕк пулнине пĕлтернĕ, вăл шутран организацисемпе предприятисем те  конкурса хăйсен проекчĕсене хатĕрлесе тăратма пултараҫҫĕ. Конкурс ĕҫне хатĕрленĕ чухне геральдика тата фалеристика текен ăнлавсене тĕпе хумалла. Енчен те конкурсра мала тухсан, вăл ĕҫе Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн ҫумĕнчи Геральдика канашне килĕшӳ тума тăратмалла. Ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнине укҫан преми пама та пăхса хăварнă.

Аса илтеретпĕр, 2017-мĕш ҫулта чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп палли пирки Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă. Патшалăх наградине амăшĕсен хисепне ҫӳле ҫĕклес тĕллевпе йышăнса хăварнă. Обществăра тата пурнăҫра вĕсен чысĕ чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Енчен те документсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерсен, ҫак патшалăх наградине тивĕҫнисем каярах, пенси ҫулĕсене ҫитсен «Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ» ята илме пултараҫҫĕ.  

Ҫапла майпа регион Правительствин амăшлăхпа ачалăха, ҫемьесене пулăшассипе ҫыхăннă политики малалла пурнăҫланĕ, «Амăшĕн мухтавĕ» хисеп палли амăшлăха тивĕҫлипе хаклама май парĕ.



27 декабря 2017
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter