Раҫҫей Федерацийĕн Ҫăлавҫисен кунĕ ячĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне РФ МЧС Министрĕнчен Владимир Пучковран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ.  Раҫҫей МЧС Министрĕ регион Ертӳҫине республикăра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе кирлĕ пек условисем йĕркелесе пыма витĕм кӳнĕшĕн, субъектра чрезвычайлă лару-тăрура  палăртнă служба яланах сыхă тăма хатĕр пулнăшăн, пушартан асăрханассипе, шывпа ҫыхăннă объектсенче те тимлĕхе ҫухатманнине ырласа ҫырнă.  

«Раҫҫей МЧС патшалăх влаҫĕнчи органсемпе тачă ҫыхăнура.  Комплекслă мероприятисене йĕркелессипе те пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлени куҫкĕретех. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе кирек-епле ыйтăва  татса парассипе ятарлă мерăсем пур.

Гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫĕн ыйтăвĕсене те туллин тивĕҫтерни курăнать. Кунсерен дежурствăна вуншар пин ҫын тухать, вĕсем пурте ăста профессионалсем. Хăйсен умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫлани те куҫкĕретех.

Ҫӑлав службисен хӑюллӑ ӗҫченӗсем инкеке лекнӗ ҫынсене пулӑшма чӑн малтан пырса ҫитеҫҫӗ, майсӑр лару-тӑрӑва сирсе янӑ ҫӗре хастарлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Кӑткӑс та йывӑр условисенче ăнланса ӗҫлеме пӗлнӗрен ҫӑлавҫисем хисепре. Малашне те умри тĕллевсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса шанатпăр.

Раҫҫей МЧС йышĕ кулленех ăста специалистсемпе пуянлансах пырать.  Шалу укҫипе те вăхăтра тата туллин тивĕҫтернĕ. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисене те пулăшусемпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Ҫурт-йĕр ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех. Вĕсене те туллин татса пани никамшăн та вăрттăнлăх мар, пĕр сăмахпа каласан мĕнпур ыйтусене вăхăтра тивĕҫтерме тăрăшатпăр», - тесе ҫырнă ҫырура Владимир Пучков.



27 декабря 2017
16:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter