Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Патăрьел районĕнче пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил Батыревский районПаян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Патăрьел районĕнче пулнă, унпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов ҫула тухнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел районĕнчи Ыхра Ҫырми ялĕнче ҫĕнĕ пысăк  Культура керменне уҫнă ҫĕре хутшăннă.

 Торжествăлла пулăма Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, район ертӳлĕхĕ, ял тăрăхĕсен пуҫлăхĕсем, объектăн строительство ĕҫне пурнăҫланă «Стройкомсервис» ТМЯО ертӳлĕхĕ, вырăнти халăх пуҫтарăннă.

Ыхра Ҫырми тăрăхĕнчи Культура керменĕнче харăсах 150 ҫын вырнаҫтарма пулать. Ҫак асăннă объекта ялсенче культура ҫурчĕсене вăй илтерессипе йышăннă программăна тĕпе хурса пурнăҫланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паллă пулăма пухăннисене ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕсемпе саламланă, объект ял халăхĕшĕн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин регионсенче культура пайне аталантарассипе йышăннă патшалăх политикине республика Пуҫлăхĕ тепĕр хут ырласа хăварнă.  «Эпир тухăҫлă ĕҫлесе сахал укҫа-тенкĕпех капмар ҫуртсем ҫĕклесе пыратпăр.  Ялсенче ачасен пултарулăхне аталантарма питĕ меллĕ.  Аслисем кану вырăнĕнче хăйсене кирлĕ пек тĕрлĕ кружоксем те йĕркелесе ирттерме пултараҫҫĕ.  Ял тăрăхĕсенче ача ҫураласлăхĕн кăтартăвĕ ҫулран ҫул ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чи пахи вара ҫамрăксем тăван тăрăха ĕҫлеме юлни. Апла пулсан, яш-кĕрĕм ялтах пурăнать, ҫемье ҫавăрса киль-ҫурта тытса пыраҫҫĕ. Ялăн сăн-сăпачĕ улшăнни те никамшăн та вăрттăнлăх мар, хулара анчах мар, ялта та пурнăҫ аван, условисем чаплă», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Ӳлĕмрен Культура керменĕ канма кăмăл тăвакансемшĕн яланах уҫă пулĕ.

Обществăлла пурнăҫа тата культура пайне аталантарса пырас ĕҫре пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Ыхраҫырми ял поселенийĕн пуҫлăхне Фениль Алиуллова Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Ялта пурăнакан Светлана Кулакова ҫакăн пек хăтлă Культура керменне туса панăшăн пурин ячĕпе те ертӳҫĕсене ăшшăн тав сăмахĕсем каланă.  

Ыхра Ҫырмин ялĕн Культура ҫурчĕн пултарулăх ертӳҫи Ринас Гайфин хăйĕн сăмахĕнче малашне тата та ытларах мероприятисем плана кĕртсе хăварма йышăнасса шантарнă.  Ял халăхне массăллă мероприятисене явăҫтарса, пĕрле канăва туслăн йĕркелеме тĕллев лартнине те асăннă. Паянхи куна илес пулсан клубра тĕрлĕ кружоксем ĕҫлеҫҫĕ, вĕсенче пурĕ 80 ытла ҫын хăйсен кăмăлне тултарать.

Ҫĕнĕ ҫурта хăпартса лартма 15 млн тăкакланă. Вĕсенчен 14,3 млн республика хыснинчен куҫнă, вырăнти бюджетран 752,7 пин уйăрнă.

Палăртса хăваратпăр, юлашки икĕ ҫулта Чăваш Республикинче пурĕ 6 клуб хута янă. Вĕсенче пурлăхпа техника бази ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Пĕтĕмĕшле регионти мĕнпур учрежденисене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă, кăҫал 4 объект ҫĕклесе лартнă. 

Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Тăвай тăрăхĕнче Чутей ялĕнче ҫĕнĕ Культура керменне уҫнă ҫĕре хутшăннă.

2018 ҫулта регионта тата та 5 клубăн строительство ĕҫне пуҫлĕҫ.  Пĕтĕмпе 5 ҫул хушшинче 113 Культура ҫуртне тĕпрен модернизациленĕ, 122-шне юсаса ҫĕнетнĕ.   

Ҫитес ҫулта объектсене ҫĕнетсе ылмаштарма федераци тата республика хыснисенче пурĕ 39,2 млн пăхса хăварнă. Кунсăр пуҫне Шупашкар хулине йĕркелесе янăранпа 550 ҫул, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 ҫитнине халалласа та культура ҫурчĕсене ҫĕнетме палăртнă. Вĕсене валли 474,3 млн пăхса хăварнă, вăл шутран федераци хыснинчен 332,3 млн уйăрнă.

Михаил Игнатьевăн ҫулҫӳревĕ Патăрьел районĕнчи Тăрăн ял поселенине куҫнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ унта «Агрофирма «Исток» ТМЯО выльăх-чĕрлĕх самăртассипе тимлекен ҫĕнĕ комплекса торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă. Хуҫалăх сĕт сăвăмне ӳстерессишĕн тăрăшать.  Тин ҫеҫ хута кайнă фермăра харăсах 400 пуҫ мăйракаллă шултра выльăх усрама пулать.

«Агрофирма «Исток»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Александр Илюткин хăйĕн сăмахĕнче объектăн строительство ĕҫне 61,8 млн тăкакланине пĕлтернĕ, халăх валли 12 ĕҫ вырăнĕ йĕркелесе панине каланă.   

«Каламасăрах паллă, сĕт сăвăмĕ ӳссе пырать.  2017-мĕш ҫулта 11 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 1817 тонна сĕт тирпейлесе илнĕ», - тесе сăмахланă хуҫалăх ертӳҫи.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕнĕ комплексра условисем ҫав тери лайăх пулнине курса ĕненнĕ, тавар та тирпейлĕ тухасси куҫкĕретех тенĕ вăл. Палăртса хăваратпăр, республикăра нумай районсенче ҫакăн йышши чаплă фермăсем хута кайнă.  Кунта тăрăшакансем валли те условисем аван. Регион Пуҫлăхĕ хуҫалăх ертӳҫисене пысăк проектсене пурнăҫа кĕртессипе шикленмесĕрех ĕҫлеме чĕнсе каланă. Тепĕр тесен, тăкаксен 30 процентне патшалăх саплаштарни те пысăк пулăшу. Сăвăнакан ĕнесене тытса тăракан фермăсем паян тухăҫлă ĕҫленине, тупăш ҫирĕплетет.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов  хăйĕн сăмахĕнче, регионта 2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе ҫĕнĕ 138  инвестициллĕ проекта пурнăҫа кĕртнине пĕлтернĕ. Халăх валли пĕтĕмпе 300 ытла ĕҫ вырăнĕ хатĕрленине асăннă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕҫлекен пысăк хуҫалăхсем йĕркеленнĕ, вĕсен шучĕ 62 ҫитнĕ, 1 млрд инвестици хывнă, ҫынсене валли 144 вырăн хатĕрленĕ. 2017-мĕш ҫулта патшалăх пулăшăвне федераци тата республика хыснисенчен 510,5 млн уйăрнă, 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 1,8 хут нумайрах пулни курăнать.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Кивĕ Ахпӳртри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкула ҫитсе курнă, тĕпрен йĕркеленнĕ строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă. Объекта ҫĕнетме Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинчен 22 млн уйăрнă.  

Шкул директорĕ Алексей Логунов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе ҫак ҫуртра 59 ача вĕреннине каланă. Шкул ҫумĕнче ача сачĕ 2 пуррине, вĕсене кулленех 37 шăпăрлан виҫĕ ялтан ҫӳренине асăннă. Республика Пуҫлăхĕ шкулта ĕҫлекенсемпе курнăҫнă, малашне тата та пысăкрах ӳсĕмсемпе палăрма чĕнсе каланă.  



28 декабря 2017
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter