Мускавра Кремль Керменĕнче Раҫҫейри Ачасен хорĕ янăранă, вăл йышра Чăваш Енрен те пулнă

В Государственном Кремлёвском Дворце в составе сводного Детского хора России выступили дети из ЧувашииРаштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мускавра Кремль Керменĕнче Раҫҫейри Ачасен хорĕ янăранă. Чаплă пулăма Чăваш Республикинчен те сумлă делегаци кайнă. Хор йышĕ ҫав тери курăмлă пулнă.

Ҫамрăк хорти ачасем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин, РФ Патшалăх Пухăвĕн пайташĕсем умĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартса панă.   «Хĕллехи юмах» программи ҫав тери пуян пулнă. Ҫак кун ачасене курма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн пайташĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.  

Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Оборона министерствин Симфони оркестрĕ   ертсе пынă, унăн дирижерĕ Раҫҫей халăх артистчĕ Валерий Гергиев.  Ҫĕнĕ ҫулăн уяв программинче чи илемлĕ те хитре юрăсем янăранă, халăхра анлă сарăлнисем: «С чего начинается Родина», «Зимняя сказка», «Кабы не было зимы», «Вместе весело шагать», «Пусть всегда будет солнце» тата ыттисем те.  Концерта пĕтĕмпе Раҫҫей Федерацийĕн 78 регионĕнчен ачасем хутшăннă, вăл шутран Чăваш Республикинчен Шупашкарти Ф.М.Лукин ячĕллĕ 5-мĕш №-лĕ музыка шкулĕнче хăйсен ăсталăхне туптакан, «Соловушки» ушкăнра юрлакан 8 ача ҫак мероприятине ҫитсе килнĕ. Унăн ертӳҫи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Александра Васильева. Вăл Раҫҫейри Ачасен хорĕн хормейстерĕ пулнă.

Палăртса хăваратпăр, Раҫҫейри Ачасен хорĕ кулленех халăха савăнтаракан ушкăн пулса тăнă. Час-часах вĕсем тĕрлĕ халăхсен хушшинчи пысăк мероприятисене, патшалăх шайĕнчи курăмлă пулăмсене те хутшăнни куҫкĕретех.  Хор йышĕнче пĕтĕмпе 1000 ача, вĕсем Раҫҫейри мĕнпур регионĕсенчен.  Ҫак ушкăна пуҫарса яма Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Ольга Голодец тата Раҫҫей Федерацийĕн Культура министерстви йышăну туса хăварнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă проект патриотизм туйăмне аталантарма витĕм кӳнине, ăс-хакăл енчен те вăй илме пулăшнине, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма самай хавхалантарать тенĕ.

Аса илтеретпĕр, 2017-мĕш ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Республика кунĕнче уяв мероприятине пуянлатма, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йыхравĕпе, Раҫҫейри Ачасен хорĕ килсе ҫитнĕ, вĕсем мĕнпур ҫынсене хăйсен ăсталăхĕпе «тыткăна» илнĕ, ҫынсем ун чухне ҫав тери кăмăллă юлнă.  Концерта Чăваш Республикин тĕп дирижерĕ, Раҫҫей халăх артисчĕ Морис Яклашкин йĕркелесе ертсе пынă.

Пĕтĕм Раҫҫейри Ачасен хорĕн директорĕ Павел Пожигайло ун чухне

Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева хăйсене ҫакăн пек сума сунса чĕннĕшĕн тав тунă, республикăн тĕп уявĕнче хутшăнни вĕсене ырă кăмăл парнеленине каланă. «Ҫак уяв чăнласах та, Раҫҫейри Ачасен хорĕшĕн асра юлмалли кун пулса тăчĕ, историне те кĕрсе юлчĕ. Сире, Михаил Васильевич, пире Чăваш Ене хисеплесе йыхравланăшăн, ырă чунлă пулнăшăн тавах», - тесе хăйсен шухăшне пĕлтернĕ ун чухне сумлă хăнасем.  

 Фоторепортаж



28 декабря 2017
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter