Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, ҫĕнĕ ФАПа торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă

Михаил Игнатьев открыл в деревне Большие Карачуры новое отделение общей врачебной практикиРаштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă, ҫĕнĕ ФАПа торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă.

Чаплă объекта уҫнă ятпа йĕркеленĕ мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Парламентра социаллă тата наци  ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Вячеслав Рафинов,  Шупашкар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Димитриев, медицина пайĕнче тăрăшакансем, вырăнти халăх чылай пуҫтарăннă. Хальхи вăхăтра Пысăк Карачур тăрăхĕнче 1300 ҫын пурăнать. 2016-мĕш ҫулта халăх медицина пулăшăвне илме кӳршĕ районти тĕп больницăна Ишлей салине ҫӳренĕ пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пухăннисене ҫак пулăмпа саламланă май, Чăваш Ен Правительстви хăй вăхăтĕнче уйрăм ҫурт хăпартса лартма укҫа-тенкĕ уйăрса хăварнине асăннă. Ялта пурăнакансен хуларинчен пĕрре те кая мар медицина пулăшăвне илмеллине, вĕсен те пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курма май пуррине палăртнă. Объекта хута яма республика хыснинчен пĕтĕмпе 6,8 млн тăкакланнă.

«Ҫĕнĕ ҫуртра медицина хатĕрĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килеҫҫĕ.  Халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме условисем пĕтĕмпех лайăх. Малалли пирĕн тĕллев – халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси», - тесе чĕнсе каланă медицина пайĕнче тăрăшакансене, вырăнти халăха хăйсен сывлăхне упрама, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пурăнма сĕннĕ регион Ертӳҫи. Сăмаха май, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах ялсенче ФАПсем хăпартса лартас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса хăварнă Михаил Игнатьев.   «Паянхи объект Чăваш Енре пĕтĕмпе 152-мĕшĕ шутланать. 2013 ҫултан пуҫласа паянхи кунччен регионта  сахал мар ҫурт хăпартнă, кăтарту курăмлă», - тесе каланă Михаил Игнатьев.   Пухăннисене паян ҫывхарса килекен Ҫĕнĕ ҫул ячĕпе тата ҫутă Раштав уявĕпе саламланă, ҫемьере яланах ăнланулăх, ырлăх хуҫалантăр тесе суннă.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче вырăнти ҫынсене саламланă май, паян халăх чăнласах та пысăк парнене тивĕҫнине палăртнă. Медицина учрежденийĕ ҫав тери чаплă пулнине ҫирĕплетнĕ, республика Правительстви ялта пурăнакансен пурнăҫ условийĕ лайăх пултăр тесе сахал мар ĕҫленине асăннă. Чăваш Ен ертӳлĕхĕ РФ ертӳлĕхĕпе килĕшсе регион ырлăхĕшĕн курăмлă ĕҫсем тунине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Рафинов уявсемпе саламланă май, чăнласах та ҫак объекта республика Пуҫлăхĕ ҫирĕп тĕрĕслесе тăнине кура, ҫурт кĕске вăхăт хушшинчех ҫĕкленсе ларнине  асăннă. «Кăҫал юпа уйăхĕнче ҫуртăн строительство ĕҫне тытăннă та халĕ хута та ячĕҫ», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Юлашки ҫулсенче Шупашкар районĕнче пĕтĕмпе ҫĕнĕ 10 медицина учрежденине ҫĕклесе лартнă.

Вырăнти пуҫлăх тивĕҫне пурнăҫлакан Владимир Димитриев ҫакăн пек ĕҫлени – ялсенче демографи лару-тăрăвне лайăх енне куҫарма май панине асăннă.

Паян вăл Шупашкарти «Арка» ТМЯО генеральнăй подрядчикне тав ҫырăвне парса чысланă.  Строительсен ĕҫне ял халăхĕ те пысăка хурса хакланă. Ираида Садикова хăйĕн сăмахĕнче, строительсем ҫĕрле те ĕҫленине ҫирĕплетнĕ. Вăл ҫак ҫурта хута яма витĕм кӳнĕшĕн республика ертӳлĕхне тав тунă. Сăмаха май, хĕрарăм медицина пайĕнче 30 ҫул тăрăшать.  Медицина учрежденийĕ малашне вырăнти халăха пулăшу кӳрессине асăннă.  

Чăваш Республики медицина учрежденийĕсене хута ярассипе чи ăнăҫлă ĕҫлекен регионсен шутĕнче тăрать.  2013-мĕш ҫултан пуҫласа субъектра пĕтĕмпе 151 ҫĕнĕ ФАП ҫĕклесе ларнă, вăл шутран 2017-мĕш ҫулта – 26.

Ҫак кунсенче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Вăрнар тăрăхĕнчен те тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ, унти халăх ҫĕнĕ медицина учрежденийĕ хута кайнăшăн хĕпĕртенине пĕлтерсе ҫырнă, ФАП чăнласах та халăхшăн ырă кăтартнине асăннă. Ҫавалкасси ялĕнче объект кермен пек илемлĕн курăнса ларать.

«Пирĕн ялта вутра ҫунса кĕлленнĕ ҫурт вырăнне ФАП хута кайрĕ.  Кĕске вăхăтра объекта хута ячĕҫ.  Эсир пирĕн хуйхăна ăнлантăр, ҫийĕнчех тивĕҫлĕ мера йышăнса хăвартăр. Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем умĕн чаплă парне тивĕҫрĕмĕр», - тесе ҫырнă тав ҫырăвĕнче.  

«Пирĕн ял пысăках мар, пĕтĕмпе те 192 ҫын ҫеҫ пурăнать.  Ҫывăхи ФАПА ҫитме 5 ҫухрăм.  Ватăсене кӳршĕ яла ҫитсе килме ҫăмăлах мар. Амăшĕсене те пĕчĕк пепкесемпе ҫӳреме меллĕ мар.  Эпир ҫав тери калама ҫук хытă ҫак объектшăн хĕпĕртерĕмĕр», - тенĕ ял халăхĕ ҫырнă ҫырура.

Фоторепортаж



29 декабря 2017
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter