Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Армени Республикин культура Министрĕнчен Армен Амирянран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Армени Республикин культура Министрĕнчен Армен Амирянран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ, унта Раҫҫейри Армени Культура кунĕсене халалласа ирттернĕ мероприятисене йĕркелеме пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтаса ҫырнă.

«Йышăнса илсемĕр хам ятран тата Армени Республикин Культура министерстви ятĕнчен тав сăмахĕсене. Чăваш Республикинче чӳк уйăхĕнче кăҫал Раҫҫейри Армени Культура кунĕсене халалласа ҫав тери чаплă та пысăк мероприятисем иртрĕҫ. Ăна кăҫал Раҫҫей Федераципе Армени Республики хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусем йĕркеленĕренпе 25 ҫул ҫитнине палăртса уявланă.

Армени Республикин Культура министерстви  Сире,  палăртнă самантпа усă курса, ҫав тери хисеплени ҫинчен пĕлтерет», - тесе шăрҫаланă ҫырура Эрмен культура министрĕ Армен Амирян.  



29 декабря 2017
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter