Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Ҫĕнĕ ҫул тата ҫутă Раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

2017-мĕш ҫулта эпир сирĕнпе республика аталанăвĕшĕн ҫине тăрса ĕҫлерĕмĕр. Иртсе пыракан ҫул пире тĕрлĕ майсем тата ăнăҫу парнелерĕ.

Кашни Ҫĕнĕ ҫултан эпир ырă улшăнусем, савăнăҫлă пулăмсем кĕтетпĕр.

Пирĕн юратнă кил  ­- Раҫҫей, Чăваш Ен  - малалла аталанса пыччăр, республика ырлăхĕшĕн пуҫарнă ĕҫсем ăнăҫлă пурнăҫланччăр.

Ҫĕнĕ 2018-мĕш ҫул кашни ҫемьене ырă улшăнусем тата савăнăҫ илсе ҫитертĕр.

Хаклă ҫыннăмăрсем! Сире пĕтĕм чунтан телей, ҫирĕп сывлăх тата тулăх пурнăҫ сунатăп.

Телейпе ырлăх малашне те пирĕнпе пултăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ         Михаил Игнатьев



29 декабря 2017
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter