Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ФГУП «Раҫҫей Почти» тата медицина пайĕнче усă курăнакан машинăсене паян хаваслă лару-тăрура парса чысланă ҫĕре хутшăннă

Новые машины получили районные подстанции скорой медицинской помощи и Чувашский филиал Почты России  Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ФГУП «Раҫҫей Почти» тата медицина пайĕнче усă курăнакан машинăсене паян хаваслă лару-тăрура парса чысланă ҫĕре хутшăннă.

Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов, ФГУП «Раҫҫей Почти» Чăваш Енри Управленийĕн директорĕ Владимир Тимофеев, хулари васкавлă пулăшу паракан станцийĕн тĕп врачĕ Олег Краузе хутшăннă.   

Васкавлă пулăшу памалли машинăсене - 23, Раҫҫей Почтин ҫĕнĕ 13 машинине паян ҫӳлерех асăннă службăсене парса тивĕҫтернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин, тăтăшах халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессишĕн тăрăшнине, патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри тесе тĕллев лартнине тепĕр хут аса илсе хăварнă.

Автомашинăсен паркне ҫĕнетсе улăштарни – халăхшăн питĕ усăллă пулнине каланă регион Пуҫлăхĕ, медицина ĕҫченĕсене тата почта тытăмĕнче вăй хуракансене тухăҫлă ĕҫленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Чăваш Енре пурăнакансем пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă кураҫҫĕ.  2014-мĕш ҫултанпа республика Правительстви медицина тытăмĕнче пурлăхпа техника базине ҫĕнетсе пырассипе тĕллевлĕн ĕҫлет. Автопарк та ҫĕнелсе пыни куҫкĕретех. Кунĕ ҫĕрĕпе халăха паха медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтереҫҫĕ, васкавлă пулăшу памалли машинăсем 10 минутра хулара килсе ҫитеҫҫĕ, ялсенче 12 минут хушшинче. Ҫак ҫĕнĕ машинăсем тата та хăвăртрах инкексене сирсе яма ҫитесси те паллă.  Ҫĕнĕ машинăсене региона  РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн тивĕҫтернĕ.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче транспортсем питĕ меллĕ пулнине, условисем ҫав тери лайăх тесе ҫирĕплетнĕ. Кăҫал ҫакăн йышши машинăсем иккĕмĕш хут республикăна илсе килнине палăртнă.  

Раҫҫей Почтин Чăваш Енри Управленийĕ паян 13 ҫĕнĕ машинăпа пуянланнă.

«Автомашинăсенчен улттăшĕ хулана юлĕҫ, ыттисем Улатăр хулине, Муркаша, Вăрмара, Ҫĕрпӳне, Елчĕке каясси паллă», - тесе пĕлтернĕ Раҫҫей Почтин Чăваш Енри Управленийĕн директорĕ Владимир Тимофеев,  Управленийĕн автопаркĕ тахҫанах кивелсе ҫитнине асăннă вăл сăмаха тăснă май. Вăтамран 11 ҫул автомашинăсене туяннăранпа иртнине пĕлтернĕ. Кун пек пулăма тахҫантанпах кĕтнине асăннă директор. Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче Раҫҫей Почтин автопаркĕ 30 процента ҫити ҫĕнелнине каланă.

«Раҫҫей Почти мĕнпур ҫырусемпе тата таварсемпе республикăри халăха тивĕҫтерет. Аякра вырнаҫнă ялсене те вĕсем туххăмрах илсе ҫитереҫҫĕ.  Ҫак машинăсем малашне тата та тухăҫлăрах ĕҫлеме витĕм кӳрччĕр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



29 декабря 2017
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter