РФ Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев: «Чăваш Республики хĕрарăмсен хушшинчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорта аталантаракан центр статусне ҫирĕплетрĕ»

 Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсен хушшинчи тĕнче Кубокне ҫĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсене регионта ҫав тери ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ. Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе ирттернĕ ĕҫлĕ планеркăра тепĕр хут аса илсе хăварнă. Спорт ăмăртăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Ăмăртусенче пĕтĕмпе 8 команда хутшăннă: Азербайджанран, Китайран, Монголирен, СШАран, Швецирен, Украинăран, Японирен тата Раҫҫейрен. Икĕ кун хушши пынă мероприятинче пĕтĕмпе 10 пин ытла куракан хăйсен кăмăлне тултарнă.

Раҫҫейри Кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев Чăваш Республикинче ăмăртусем ҫав тери ҫӳллĕ шайра йĕркеленсе иртнине палăртнă. Куракансем чылай пулнине ҫирĕплетнĕ. «Чăваш Республики хĕрарăмсен хушшинчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе центр статусĕ пулнине ҫирĕплетсе кăтартса пачĕ», - тенĕ вăл.  Чăваш Енре малашнехи тапхăрта ирттермелли план пирки те асăнса хăварнă. «Спортсменсемпе куракансем савăк кăмăлпа тулни куҫкĕретех.  Мĕнпур командăсене пĕтĕмпех килĕшрĕ.  Регионта вĕсене ҫак асăннă ăмăртусене хутшăнма чаплă пулнă. Условисем ҫителĕклĕ. Куншăн пĕтĕмпех Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева пысăк тав», - тенĕ сумлă хăна.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ кĕрешӳ спорчĕн Федерацине пирĕн тăрăхра пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятине йĕркелесе ирттерме шаннăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Право хуралĕнче тăрăшакансем обществăра хăрушсăрлăхпа тивĕҫтернине уйрăммăн палăртнă.  Чăваш Республикин имиджĕ ӳлĕмрен те хăйĕн чысне ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕклесе пырассине ĕненетпĕр. Палăртса хăваратпăр, паян Шупашкарта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕсем малалла тăсăлаҫҫĕ.  Унта Испанирен, Эстонирен, Казахстанран, Монголирен, СШАран, РФ 26 субъектĕнчен чи вăйлă спортсменсем хутшăнаҫҫĕ.



04 декабря 2017
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter