Михаил Бабич Чăваш Енре пурăнакансене патшалăх наградисене парса чыслĕ

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ҫĕршыв Пуҫлăхĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Атăлҫи тăрăхĕнче пурăнакансене, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса чыслать.  

Торжествăлла пулăма Чулхула ярмăрккинчи Президент залĕнче йĕркелесе ирттерме палăртнă.

 Пурĕ 17 ҫынна орденсемпе тата медальсемпе тивĕҫтерĕҫ. Вĕсем хушшинче хисепе тивĕҫнисем Чăваш Енрен те пур.

Шупашкарта пурăнакан нумай ачаллă ҫемье Николай тата Дарья Пороскунсем. Вĕсен туслă ҫемйинче пурĕ 7 ача ӳсет. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен Кирилл Блинов, вăл Хусанушкăнри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта вĕренет.   



04 декабря 2017
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter