Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе Алексей Текслерпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Первый заместитель Министра энергетики Российской Федерации Алексей Текслер: «Чувашия очень достойно смотрится во всех наших начинаниях, в особенности современных инновационных решений» Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе  Алексей Текслерпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чи малтанах Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Алексей Текслера Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕшĕн тав тунă, регионта энергетика ыйтăвне сӳтсе явасси питĕ актуаллă пулнине палăртнă. Электротехника кластерĕ республикăра ҫĕнĕлле аталанса пырассипе малта пыни куҫкĕретех, электроэнергетика тытăмĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе палăртнă Ертӳҫĕ.   Сăмаха май, регион РФ Энергетика министерствипе кулленех тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тăрăшнине те асăннă. Сахал мар ыйтăва пĕрле тухăҫлăн татса панине те асăнса хăварнă. Энергетика пайĕнче пысăк технологиллĕ таварсем вăй илсе пыни сисĕнет.  

Алексей Текслер хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри предприятисем Наци проекчĕсене анлăн хутшăннине палăртнă.

«Чи паллă проект «Цифровая подстанция». Кăҫал Красноярскра проекта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.  Чăваш Республикинчи мĕнпур электротехника тытăмĕ анлăн хутшăнать проекта», - тенĕ вăл.

Чукун ҫул ҫулĕсене сарассипе йышăннă Президентăн Наци пуҫарăвĕнче проекта пурнăҫа кĕртме Чăваш Ен предприятийĕсем чи хăватлă хатĕрсемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Тĕслĕх вырăнĕнче «Хĕвел» ТМЯО. Алексей Текслер тата ҫакна та палăртса хăварнă, регионта калăпланса тухакан таварсем пахалăх енчен пысăк пулнине асăннă, наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме вĕсем пысăк витĕм кӳнине каланă. Байкал тăрăхĕнче «Хĕвел» ТМЯО витĕмĕпе проект пурнăҫланнă. Малашлăхра Якутире те ĕҫсем пулса пырасси паллă тенĕ сумлă хăна сăмаха тăсса.

РФ энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Алексей Текслер Чăваш Республикин Пуҫлăхне асăннă тытăма аталанса пыма тĕрев панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Кирек епле эпир пуҫланă ĕҫре те Чăваш Республики хăйне кирлĕ пек кăтартса пама пултарать. Кăтарту сирĕн куҫкĕретех.  Ҫĕнĕлле ĕҫлеме пĕлетĕр.  Паллах, ҫак ĕҫе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк тӳпе хывать», - тенĕ вăл.

Сумлă хăна «Хевел» ТМЯО тата «ЭЛАРА» АО ҫитсе килни пирки каласа кăтартнă, хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе паллаштарнă. «Регионта энергетика тытăмĕ ҫĕнĕлле аталанса пынине курса ĕнентĕмĕр. Пысăк технологи ураланса пыни савăнтарать.  Пур регион та кун пек пысăк ҫитĕнӳсемпе мухтанма пултараймĕ. Сирĕн ĕҫ паха.  Кирек-епле йывăр ыйтăва та татса пама пĕлни пурсăмăра та хавхалантарать.  Ку вара ҫав тери лайăх.  Эпир сире пулăшусемпе тивĕҫтерме хатĕр.  Чăваш Енрен предприятисем наци проектне хутшăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тепĕр тесен, республикăра ĕҫлекен организацисем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.  Предприятисем хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килеҫҫĕ. Халăх ĕҫлеме пĕлет», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă вăл.

Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «Эпир калăпланă паха таварсене Раҫҫейре кăна мар, ытти ҫĕршывсенче те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Пирĕн предприятисем ҫулсерен экспорта ӳстерсе пыраҫҫĕ. Ҫитес ҫулта кăтартусене тата та хăпартма тĕллев лартнă», - тенĕ.

 Фоторепортаж



04 декабря 2017
18:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter