Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев право хуралĕнче тăрăшакансемпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел круглый стол с руководителями органов юстицииРаштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Юристсен кунне халалласа право хуралĕнче тăрăшакансемпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ. Мероприяти Чăваш наци вулавăшĕнче пулнă.

Чи малтанах, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пухăннă юристсене професси уявĕ ячĕпе саламланă, граждансемпе организацисен тата патшалӑхӑн право хӳ­тӗ­­левне тивӗҫтернӗ май саккуна тата тӗрӗслӗхе тӗп вы­рӑна хуракан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллеве пурнӑҫланине каланă. Чӑваш Ен юрисчӗсем хӑйсен професси тивӗҫӗсене чыслӑн пур­нӑҫласа пынине, регионта обществăлла политика лару-тăрăвне те тăнăҫлă аталантарса пыма витĕм кӳнине асăннă. Пра­во йӗркине шанчӑклӑн тытса пырас, обществӑпа пат­ша­лӑ­х ҫирӗплӗхне вӑйлатас, халӑхӑн право культурине ӳстерес ӗҫе курӑмлӑ тӳпе хывнине палăртнă Михаил Игнатьев. 2017 ҫул Раҫҫейри ЗАГС уйрăмне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнипе паллă пулчĕ. Чăваш Енре кăҫал Ашшĕпе Амăшĕн ҫулталăкĕ тесе йышăнса хăварнă. Республикăра мăшăрланакансен йышĕ пĕлтĕрхинчен 8 процент ытларах ӳснĕ.  Уйрăлакан ҫемьесем те сахалланни куҫкĕретех, кăтарту 5 процентпа танлашать. Ырă, килĕштерсе пурăнакан ҫемье – Раҫҫей тĕрекĕ шутланать.  Обществăн тĕп никĕсĕ тесен те йăнăш мар.  Сăмаха май, Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăнса хăварнă пуҫаруллă сĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, амăшĕн капиталне парассине 2021 ҫулччен тăснине, ҫамрăк ҫемьесене хваттерсем туянма ипотека кредичĕсен ставки пĕчĕкленни те ҫав тери пысăк пулăшу тесе хакланă. Енчен те ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралсан, малашне укҫан пулăшу парса тивĕҫтерĕ патшалăх.  Пĕр сăмахпа палăртсан, ҫемьесем валли чылай пулăшу пуласси куҫкĕретех.  «Ҫирĕп ҫемьесене тĕпе хурса, пирĕн ырă ҫитĕнекен ăру хатĕрлемелле», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин юстици тата ҫĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева хăйĕн ум сăмахĕнче кăҫал регионта Амăшĕ тата Ашшĕ ҫулталăкне халалласа чылай чаплă мероприятисем иртнине пĕлтернĕ.  «Амăшĕн мухтавĕ» хисеплĕ паллăна парса чыслама республика Пуҫлăхĕ указ алă пуса ҫирĕплетнине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Чăваш Енре пурăнакан Уткинсен ҫемйи Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче ирттернĕ конкурсра мала тухнине те палăртнă.  Ҫемье институчĕ яланах республикăра тĕп вырăнта тăрать.  Чăваш халăхĕ те ҫакна лайăх ăнланни никамшăн та вăрттăнлăх мар тесе сăмаха малалла тăснă министр.  Ҫитес 2018 ҫултан пуҫласа Раҫҫейре Пĕрлехи патшалăх реестрĕ ĕҫлеме пуҫланассине, унта мăшăрланни пирки хыпарсене пĕтĕмпех вырнаҫтарма плана кĕртнине пĕлтернĕ.  Ку хутĕнче калаҫăва пухăннисем тӳлевсĕр халăха юридици пулăшăвĕпе тивĕҫтермелли ҫинчен те сăмах хускатнă. Чăваш Енре Михаил Игнатьев пуҫласа ҫакăн пирки саккуна алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ытти регионсемшĕн ку ырă тĕслĕх тесен те йăнăш мар. 2012-мĕш ҫултан пуҫласа пурĕ 200 пин граждан тӳлевсĕр пулăшу илнĕ.  Кăтарту пысăк.  Ял тăрăхĕнче ҫак ĕҫсене ытларах сармаллине чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

 Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче республикăри халăха социаллă пулăшу памалли центрсенче тăтăшах ҫынсемпе ĕҫлĕ тĕлпулусем йĕркеленине пĕлтернĕ. Ҫитес ҫул та ҫак ĕҫсене малалла тăсма тĕллев лартнине каланă министр. Льготăллă категорири граждансене адвокатсем, нотариуссем сахал мар пулăшу панине те палăртса хăварнă. Чăваш Республикинчи Юристсен пĕрлешĕвĕн ĕҫĕ пирки обществăлла организацийĕн председателĕ Иван Иванов тĕплĕн паллаштарнă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче юстици органĕсемпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫленине палăртнă. Паянхи кун тĕлне, 23 ҫул хушшинче пĕтĕмпе Чăваш Республикинче 60 ытла саккун хатĕрлесе кăларнине асăннă.  Ĕҫ хучĕсем граждансен прависене хӳтĕлеме витĕм кӳнине ҫирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский мĕнпур службăсем тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, кирек епле ыйту та вăхăтра пурнăҫланнине асăннă. Пĕр пухăннă пек чухне пурне те уяв ячĕпе саламланă, граждансен конституцире палӑртнӑ ирӗкӗсемпе ирӗк­лӗ­хӗсене тата саккунлӑ интересӗсене чыслӑн та тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлессе палăртнă.

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин регионта хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе йышăннă мерăсем пирки каласа хăварнă, тĕп тĕллевсем ҫинчен чарăнса тăнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Андрей Александров докладра аслă пĕлӳ паракан учрежденире юридици пĕлĕвне тивĕҫтерессипе курăмлăн ĕҫленине палăртнă.

РФ Юстици министерствин Чăваш Енри Управленийĕн пуҫлăхĕ Дмитрий Сержантов хăйсен службин ĕҫ кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă.  Ыран, раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Юристсен кунне халалласа уяв пулĕ. Ҫитес кану кунĕнче, раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче пуҫласа Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче юристсен диктанчĕ иртет.  Ку ĕҫе регионти юристсем хутшăнма пултараҫҫĕ.

Фоторепортаж



04 декабря 2017
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter