Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрсен хушшинчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче Кубокне йĕркелекенсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрсен хушшинчи ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе тĕнче Кубокне йĕркелекенсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ, палăртса хăвармалла ăмăртусем раштав уйăхĕн1-2-мĕш кунĕсенче регионта пулнă.

Чи малтан регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Японири кĕрешӳ спорчĕн Федерацин генеральнăй директорĕпе, Олимп вăййисен чемпионĕпе, тĕнче шайĕнче икĕ хут чемпион ята ҫĕнсе илнĕ, тĕнче Кубокне те тивĕҫнĕ, Азиат вăййисен икĕ хут чемпионĕ ята тивĕҫнĕ Томияма Хидэакипе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Японири кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн генеральнăй директорне ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Спорт яланах кирек епле ҫынсене те пĕр чăмăра пухма витĕм кӳрет. Ку вара чи пахи», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.     

Японири кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн генеральнăй директорĕ Томияма Хидэаки Чăваш Республикин Пуҫлăхне хăнасене чăваш ҫĕрĕ ҫинче сумлăн кĕтсе илнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Испанийĕн кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн президенчĕпе Хосе Луиспа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне, Михаил Игнатьев ертӳҫĕсемпе пĕрле Чăваш Енпе Галиси хушшинчи спорт тата туризм енĕпе  ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки калаҫусем хускатнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейпе Испани хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăнусем пулнине аса илнĕ.  Суту-илӳ, гуманитари, культура енĕсемпе те анлăн ĕҫленине палăртнă. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче Roca Group компанийĕн завочĕ ăнăҫлă аталанса пырать.

Ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тата тĕнче Кубокне йĕркелекенсем спортри ыйтусене хускатнă, малашнехи ҫул-йĕрсем пирки канашланă.  

Раҫҫей Федерацийĕн кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева регионта ҫакăн пек пысăк калăпăшлă мероприятине йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн ырланă. Ăмăртусене йĕркелеме ҫав тери лайăх условисем хатĕрлесе тăратнине каланă, йĕркелӳҫĕсем хăйсен ĕҫне кирлĕ пек шайра пурнăҫланине асăннă.  «Эсир пулăшу панине кура, спорта аталантарас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнине тĕпе хурса, Чăваш Ен чăнласах та тĕнче шайĕнче ирттерекен ăмăртусене йышăнма пултарчĕ. Ку вара пысăк ҫитĕнӳ», - тесе каланă сумлă хăна.  

Раҫҫейĕн кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики хăйне чаплă партнер пек кăтартса пама пултарнине ҫирĕплетсе каланă.   

Тĕнчери кĕрешӳ спорчĕн халăхсен хушшинчи пĕрлештернĕ федерацийĕн технический делегачĕ Родика  Мария Якши хăйĕн сăмахĕнче, командăсен ячĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Спортсменсем условисемпе кăмăллă», - тесе пĕлтернĕ вăл.

Родика Мария Якши тата ҫакна та асăннă, вĕсем РФ кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн президенчĕпе Михаил Мамиашвилипе Шупашкарта хĕрарăмсен кĕрешӳ спорчĕн центрне йĕркелесе ярасси пирки сăмах хускатнине каланă. Регионта пурăнакансем спорт вăл туслăха ҫирĕплетнине, пĕрлештернине лайăх ăнланаҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.  

Калаҫăва Азербайджанри кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн вице-президенчĕ Магомед Алиомаров хутшăннă, Чăваш Республикинче тĕнче Кубокне йĕркеленине пысăка хурса хакланă.  Спортсменсем кăмăллă, куракансем чылай пухăннă, пурте ăмăртусене хаваспах кĕтни куҫкĕретех тенĕ вăл.

Чăваш Ен пирки ырă шухăшсене, савăк кăмăла спортсменсем пĕрле илсе каясси никама та иккĕлентермест.  Ку каламасăрах паллă,  ҫак ĕҫре Чăваш Ен Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн тӳпи пысăк тесе асăннă Магомед Алиомаров.   

Аса илтеретпĕр, тĕлпулăва Раҫҫей Федерацийĕн кĕрешӳ спорчĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Наталья Ярыгина, РФ кĕрешӳ спорчĕн Федерацин ĕҫ тăвакан директорĕ Александр Деревянко, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Енри кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн президенчĕ Алексей Лапшин хутшăннă.

Ăмăртусем «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче раштав уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче иртнĕ. Унта Японирен, Китайран, СШАран, Азербайджанран, Монголирен, Швецирен, Украинăран, Раҫҫейрен тата ытти ҫĕршывсенчен чи вăйлă ушкăнсем килсе ҫитнĕ пулнă.   

Фоторепортаж



04 декабря 2017
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter