Ҫул-йĕрсем ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри

 Ҫул-йĕрсем ҫинче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри. Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансемпе тĕплĕн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов кăҫалхи 11 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Министр каланă тăрăх, регионта ҫулсем ҫинче пулнă инкексен шучĕ чакнă. Ҫынсем вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем те пĕчĕкленсе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Министр регионта ятарлă службăсем ҫулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркеленине, хăрушсăрлăх правилисене пăхăннине, нормативлă право ĕҫ хучĕсем те ҫĕнелсе пынине, пĕр сăмахпа каласан, условисем пĕтĕмпех ырă енне улшăннине палăртнă.  Федераци, регион, вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене вăхăтра тирпейлесе тасатса тăнине те каласа хăварнă министр. Ҫулсем ҫинче видосăнавсем вырнаҫтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ, йĕрке пăсакансен шучĕ чаксах пырать.  Пĕтĕмпе регионта 149 комплекс вырнаҫтарнă.  Кунсăр пуҫне куҫса ҫӳретмелли «Арена» прибора 36 шута илнĕ. 2018-мĕш ҫулта тата та видеосăнавсем вырнаҫтарса лартма плана кĕртнине палăртнă министр сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫул-йĕр правилисене пăрассинчен асăрханса ытларах профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă. Хĕллехи тапхăрта ҫулсене юртан тата пăртан вăхăтра тирпейлесе тасатса тăма хушнă.  Мĕнпур ҫул-йĕр службисен хăйсене шанса панă ĕҫе кирлĕ пек шайра яланах пурнăҫламалла тесе ҫирĕппĕн тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Муниципалитетсенче халăхăн пуҫаруллă ĕҫĕсене тĕпе хурса инфратытăма улăштарса пырассипе те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине асăннă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче республикăра ялсенчи инфратытăма ҫĕнетме халăхăн пуҫаруллă ĕҫĕсене ытларах тĕпе хурса пынине пĕлтернĕ.  Республика хыснинчен инфратытăма улăштарма 94 млн тăкакланине, пĕтĕмпе 104 проекта пурнăҫа кĕртнине палăртнă. Вырăнти бюджетсенчен ҫак ҫӳлерех асăннă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме 2017 ҫулта 15 млн тăкакланине, халăхран пурĕ 11,6 млн пухăннине, предпринимательсем те сахал мар пулăшу панине, кăтарту 5,5 млн танлашнине пĕлтернĕ министр сăмаха тăснă май.   Проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ытларах Патăрьелсем, Каҫал енсем, Шупашкар районĕсем тĕплĕн ĕҫленине асăннă вăл. Ҫак муниципалитет пĕрлешĕвĕсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине каланă.

 Палăртса хăвармалла, 2018 ҫулта ĕҫсене малала тăсма 75 млн пăхса хăварнă.  



04 декабря 2017
14:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter