Шупашкарта «Садовый» микрорайонта 110 кВ «Коммунальная» филиала ПАО «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» объектне торжествăлла майпа уҫнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев с первым заместителем Министра энергетики Российской Федерации Алексеем Текслером приняли участие в открытии распределительного устройства (ОРУ) 110 кВ «Коммунальная»Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе Алексей Текслерпа Шупашкарта «Садовый» микрорайонта 110 кВ «Коммунальная» филиала ПАО «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» объектне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă.

«МРСК Волги» ПАО генеральнăй директорĕн ҫумĕ — «Чувашэнерго» филиалĕн директорĕ Дмитрий Иванов подстанцийĕн территорийĕпе паллаштарнă, телемеханикăпа ҫыхăну тытăмĕсем пирки ăнлантарса панă.

Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Алексей Текслер хăйĕн сăмахĕнче, ҫак объекта хута янăшăн региона мухтаса хăварнă,  строительство ĕҫĕнче хамăр тăрăхра тирпейленсе тухакан хатĕрсемпе усă курнине ҫирĕплетнĕ. «Садовый» микрорайон ҫак подстанципе усă курасси паллă.  Импорта улăштарассипе тимлени куҫкĕретех.  Ҫĕршыв тытса пыракан юхăма Чăваш Республикинче влаҫра ĕҫлекенсем тата электроэнерги тытăмĕнче вăй хуракансем пурнăҫа кĕртни пурсăмăра та хавхалантарать, ĕҫ тухăҫлăхĕ те пысăк тесе уйрăммăн палăртса каланă Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Алексей Текслер.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха хăтлă условисем йĕркелесе парасси – патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулса тăнине асăннă.   Шупашкарта «Садовый» микрорайонта 110 кВ «Коммунальная» филиала ПАО «МРСК Волги» — «Чувашэнерго» объектне хута яма 410 млн тăкакланă.  «Ҫак ĕҫсене Шупашкар хулине аталантарма тата ҫывăхри территорисене вăй илтерме пурнăҫланă. Цифрăллă подстанцине пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаҫтарнă. Кирек-епле ҫутҫанталăкăн  пăтăрмахĕсенче те ҫак объект туллин ĕҫлĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.     

Фоторепортаж



05 декабря 2017
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter