Шупашкарта Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсен хушшинче Раҫҫей Кубокĕн уҫă финал ăмăртăвĕсем иртнĕ

В Чебоксарах завершился Кубок России по женской вольной борьбе среди женщин на призы Главы Чувашской РеспубликиРаштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкарта Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсен хушшинче Раҫҫей Кубокĕн уҫă финал ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Пухăннă спортсменсемпе куракансене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, кăҫалхипе ҫакăн йышши турнира Чăваш Республики пиллĕкмĕш хут йышăннине асăнса хăварнă. Ҫулсерен спорт ăмăртăвне хутшăнакансен йышĕ кулленех ӳссе пынине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Кăҫалхипе виҫҫĕмĕш хут ют ҫĕршывсенчен чи вăйлă спортсменсем хутшăнма кăмăл тăваҫҫĕ. Раҫҫей спортсменĕсемпе пĕрле СШАран, Монголирен, Испанирен, Эстонирен тата Казахстанран спортăн ҫак тĕсне кăмăл тăвакансем килсе ҫитнĕ.  Пĕтĕмпе 145 спортсмен пулнă, вĕсенчен 7-шĕ Чăваш Республикин чи хастар та вăйлă спортсменĕсем ковер ҫине кĕрешме тухнă.  

«Массăллă спорта аталантарас ыйту ҫине патшалăх пысăк тимлĕх уйăрать.  Спортра ҫитĕнӳсемпе палăрма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратма пулăшать. Пире, тĕнче тата халăхсен хушшинчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт мероприятийĕсене ирттерме шанаҫҫĕ, ҫакă хăйех пысăк хисепе тивĕҫ», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, ҫак кунсенче ҫак «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче хĕрарăмсен хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Тĕнче Кубокĕ иртнине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Йĕркелӳҫĕсем, мĕнпур хăнасемпе спортсменсем, Тĕнчери кĕрешӳ спорчĕн пĕрлешĕвĕ палăртнă тăрăх, Тĕнче Кубокĕ 2017 Чăваш Республикинче ҫав тери пысăк ҫӳллĕ шайра иртнĕ тесе хакланă.  Кĕрешӳ спортĕнчи тата тепĕр паллă пулăм тесе уйрăммăн каласа хăварнă республика Пуҫлăхĕ.  Ҫĕнсе илнĕ ҫитĕнӳсем пулас ăрушăн, тин ҫеҫ кĕрешӳ спортне кӳлĕннисемшĕн пысăк тĕслĕх тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   

Раҫҫей кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн президенчĕн пĕрремĕш ҫумĕ Омар Муртузалиев ăмăртăва пухăннисене пурне те ҫитĕнӳсем тума, спортсменсене ҫĕнĕ вăй-хăватпа мала тухма чĕнсе каланă. «Раҫҫейре кĕрешӳ спортне аталантарассипе Чăваш Республики тĕп центр шутланать.  Европа шайĕнче те Шупашкар центр пулса тăтăр тесе тăрăшăпăр, ăна валли мĕнпур условисене лайăхлатма ҫине тăрсах ĕҫлĕпĕр», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Тĕнче шайĕнче темиҫе те хут чемпион пулнă, Европăн пиллĕк хут чемпион ятне тивĕҫнĕ, РФ тава тивĕҫлĕ спорт мастерне  Наталья Гольца савăнăҫлă лару-тăрура  спортсменсем, куракансем пысăк спортран ăшшăн ăсатнă. Чи паллă спортсменсенчен пĕри ҫак кунсенче хăйĕн карьерине вĕҫленине пĕлтернĕ. Титула тивĕҫнĕ Наталья Гольца Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ ята тата Раҫҫей кĕрешӳ спорчĕн федерацийĕн Тав ҫырăвне парса чысланă.

Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ, Олимп вăййисен участникĕ Наталья Гольц хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Республикин спорт министрне Сергей Шелтукова,  Чăваш Республикин Кĕрешӳ спорчĕн федерацине мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

«Маншăн Чăваш Республикинче ҫак ăмăртусене хутшăнса вăя виҫме ҫав тери кăмăллă пулчĕ. Мана кăмăллакансен хăватне эпĕ яланах чунпа туйнă», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне спортсмен.  Тин ҫеҫ кĕрешӳ спортне кĕнисене ҫитĕнӳсем патне нимĕн иккĕленӳсĕрех малалла ăнтăлма чĕнсе каланă.

Аса илтеретпĕр, Шупашкарта раштав уйăхĕн 4-5-мĕш кунĕсенче «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.  Раҫҫей Кубокне тивĕҫессишĕн 147 спортсмен хĕрӳ тупăшнă. Вĕсем Эстонирен, Казахстанран, Монголирен, Испанирен, СШАран тата РФ 26 субъектĕнчен чи вăйлă кĕрешӳҫĕсем килсе ҫитнĕ. 

Фоторепортаж



06 декабря 2017
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter