Чăваш наци вулавăшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăк ҫемьесемпе – регионти проектсене хутшăнакансемпе, пуҫаруллă яш-кĕрĕмпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ

Михаил Игнатьев на встрече с молодыми семьями: «В крепкой семье – основа стабильности государства»Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 ҫула Доброволецсен ҫулталăкĕ тесе йышăнни пирки пĕлтернĕ.

Шупашкарта Чăваш наци вулавăшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăк ҫемьесемпе – регионти проектсене хутшăнакансемпе, пуҫаруллă яш-кĕрĕмпе «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.

Тĕплĕ калаҫăва уҫнă май, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче волонтерсен ĕҫĕ пĕлтерĕшлĕ тесе хакланă.  Хальхи пурнăҫ таппинче доброволецсен пуҫаруллă ĕҫĕсем яланах хисепе тивĕҫ тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.  Сăмаха май, Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫамрăксен юхăмĕнчи мĕнпур ĕҫсене республикăра пурнăҫа кĕртсе пыма хăватлă витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.

Калаҫу вăхăтĕнче ҫамрăк мăшăрсем хăйсен ҫемйисем еплерех йĕркеленсе кайни ҫинчен кĕскен каласа кăтартнă. Пуласлăхри тĕллевсемпе те паллаштарнă. Пухăннă ҫамрăксенчен кашниех республика Ертӳҫине хăйсене кăсăклантаракан ыйтăва тăратма пултарнă.  

Верияловсен ҫемьи хăйсен ăнăҫăвĕсем пирки каласа панă. Кăҫал мăшăр «Пĕрлешӳ» ҫемьесен йăла-йĕркисемпе ҫыхăннă республикăри фестивальте «Чи лайăх ĕҫлеме юратакан ҫемье» номинацире мала тухнине пĕлтернĕ. Димăпа Анна студент пулнăранпах пĕрле пурăнаҫҫĕ. «Аслă пĕлӳ илнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикинчен каясси пирки нимĕнле шухăш та пирĕн ҫуралман.  Республикăра пурăнма хăтлă, условисем чылай, кашни ҫамрăк пирĕн тăрăха юлассишĕн ĕмĕтленет.  Ĕҫлеме, пултарулăха туптама, тĕрĕс-тĕкел ачасене ҫитĕнтерме условисем лайăх», - тесе каланă хăй шухăшне Анна.  

Хальхи вăхăтра ҫамрăксем тин ҫеҫ чăмăртанма шут тытнă ҫемьесене пулăшас тата вĕсене кирлĕ пек сĕнӳсем парас тесе ятарлă центр уҫнă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче волентерсен тепĕр чаплă проекчĕ пирки те чарăнса тăнă. «Тавах, эс пурришĕн» проект сусăр ачасем ҫитĕнтерекен ҫемьесене пулăшу парать.  

Проекта хутшăнакан Надежда Голубовская хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «Пурнăҫра йывăрлăхсем кăна мар, ырă чунлă ҫынсем те пур.  Яланах кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та вăхăтра татса парассишĕн ҫине тăрса ĕҫлеҫҫĕ.  Час-часах тĕрлĕ мероприятисем пулаҫҫĕ: кино, театр, бассейнсене пĕтĕм кăмăлтан илсе ҫӳретеҫҫĕ. Тавах ҫамрăксене, ҫак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн. Ӳлĕмрен те ҫак юхăм ĕҫлесе пытăр, патшалăх енчен пулăшăва та тивĕҫччĕр», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Ҫамрăк амăшĕпе Егоровсен ҫемьи те хаваспах килĕшнĕ. Вĕсен ҫемьинче пĕтĕмпе виҫĕ ача ӳсет.  Вĕсем проекта хутшăнни, ҫемье кризисне сирсе яма пулăшнине пĕлтернĕ. Проект пĕрне-пĕри тата та тарăнрах хисеплеме вĕрентнине каланă.

Волонтерсемпе тĕл пулса калаҫни, йывăрлăхсене пĕрле сӳтсе явни – психологи тĕлĕшĕнчен те сахал мар пулăшу панине асăннă ҫамрăксем. «Тавах, ҫак проекта пуҫарса яракансене, вĕсем чăннипех те питĕ кирлĕ», - тенĕ Егоровсем.    

Республикăра чи паллă юхăмсенчен пĕри – студентсен ушкăнĕсем. Ҫак асăннă тĕлпулăва, шăпах та студентсен отрячĕсенче пĕр-пĕринпе паллашнă тăватă мăшăр пухăннă.  

Студентсенчен нумайăшĕ вĕреннисĕр пуҫне ĕҫлеҫҫĕ те.  Бизнесра, пултарулăх ĕҫĕнче, общество пурнăҫĕнче хăйсене тивĕҫлипе кăтартса пама пĕлеҫҫĕ.  Вĕренӳре те вĕсем яланах хастар.  

«Мана Чăваш Республикинче килĕшет. Эпĕ кунта ҫуралса ӳснĕ.  Нихăҫан та урăх регионсене кайса пурăнма шут тытман. Университета пула, эпĕ хамăн мăшăра тупрăм.  Ҫамрăксене аталанса пыма регионта кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ», - тесе пĕлтернĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студентка Ирина Мартынова.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикинчи «Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци ҫумĕнчи Чăваш Енри Ашшĕсен Канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин хăйĕн сăмахĕнче, тĕлпулăва пуҫтарăннă ҫамрăксем пĕр пек шухăш-кăмăллă пулнине, тĕллевлĕ тесе хакланă. «Сирĕнтен кашниех телейлĕ ҫемье формулине шыраса тупнă ĕнтĕ», - тесе каланă депутат сăмаха малалла тăснă май, пурне те ҫирĕп сывлăх ăнăҫусем суннă.  

Республикăри «Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организацийĕн председателĕ Алевтина Федорова хăйĕн сăмахĕнче ҫĕнĕ проектсем пирки чарăнса тăнă, ҫемье институтне ҫирĕплетессипе ҫыхăннă тĕп приоритетсемпе паллаштарнă.   

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ҫамрăк мăшăрсене ҫĕршывра Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе йышăннă ҫĕнĕ проектсем пирки каласа кăтартнă. Калăпăр, енчен те ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралать пулсан укҫан пулăшу пама, амăшĕн капиталне те 2021-мĕш ҫулччен тӳлеме йышăннă.  Ҫемьесен хваттер ыйтăвĕсене уҫăмлатма ипотека кредичĕн ставки те пĕчĕкленесси паллă. Чăваш Ен Правительстви ҫĕршыв Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ятарлă ĕҫсене пурнăҫлама тытăннине пĕлтернĕ.

 Республика хыснинче ҫемьесене социаллă пулăшусем пама сахал мар укҫа-тенкĕ пăхса хăварнине те асăннă.  Сăмаха май, кăҫал мăшăрланакансен йышĕ республикăра ӳснине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, кăтарту пĕлтĕрхинчен 8 процент хăпарнине каланă.   Уйрăлакан ҫемьесен кăтартăвĕ пĕчĕкленнĕ, 5 процентпа танлашать. Михаил Игнатьев пурне те яланах килĕшӳре, ăнланса, юратура  пурăнма чĕнсе каланă.

«Эсир - пирĕн тĕрев. Патшалăх тĕрекĕ – ҫирĕп ҫемьесенче», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



07 декабря 2017
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter