Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов ирттернĕ ирхи ĕҫлĕ апатланăва хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в деловом завтраке Министра транспорта Российской Федерации Максима СоколоваРаштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов ирттернĕ ирхи ĕҫлĕ апатланăва хутшăннă. Мероприятине «Транспорт эрнелĕхĕ – 2017» пулăма халалланă.

Ĕҫлĕ тĕлпулăва РФ тата регионсенчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, саккунсен тытăмĕнче ĕҫлекенсем, инвесторсем, консультантсем, финанс пайĕнче вăй хуракан ертӳҫĕсем пуҫтарăннă.  

Мероприятине пухăннисем «Раҫҫейре транспорт тытăмне аталантарас» Раҫҫей Федерацийĕн патшалăх программине пурнăҫа кĕртесси пирки анлăн сӳтсе явнă. Инфратытăма аталантарассинче проектсене пурнăҫлама ипотекăпа усă курассине, финанс ыйтăвĕсем пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă. Патшалăх программи ҫĕнĕлĕхсене тӳснине палăртнă ертӳҫĕсем. 2021-мĕш ҫулччен йышăннă федерацин тĕллевлĕ программи вăхăтсăр пăрахăҫланнă. Раҫҫей транспорт Министрĕ хăйĕн сăмахĕнче 2021-мĕш ҫул хыҫҫăнхи тапхăрсем валли патшалăх программине йышăнма проектсем, пуҫаруллă шухăшсем пуҫтарнине пĕлтернĕ.

«Планпа пĕрремĕш пая пурнăҫлама паянхи куна проектсем хатĕрлес ĕҫ тухса тăрать. РФ Транспорт министерстви «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» патшалăх программи Президентăн приоритетлă проекчĕпе килĕшсе хăйне лайăх енчен кăтартса пама пултарчĕ. Чăнласах та, ҫĕршыв шайĕнче ҫак проекта пурнăҫлассипе сахал мар пысăк ĕҫсем тунă. Ҫак паха опыта тĕпе хурса, малашне те ĕҫлеме тĕллевсем лартатпăр», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн ум сăмахĕнче Министр Максим Соколов. Сăмаха малалла тăснă май, ҫак ҫӳлерех асăннă проекта пурнăҫлама сахал мар инвестици явăҫтарнине те уйрăммăн аса илсе хăварнă, чи нумаййи тесе палăртсах каланă.

«Хăрушлăсăр тата паха ҫулсем» приоритетлă проекта пурнăҫа кĕртнин ĕҫĕн малтанласа палăртнă  пĕтĕмлетĕвне, 2017 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕпе Дмитрий Медведевпа пĕрле раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче сӳтсе явнă пулнă.

«Транспорт эрнелĕхĕ – 2017» форум ĕҫĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕпе, спорт, туризм  ыйтăвĕсемпе ĕҫлекенпе Виталий Муткопа тĕл пулнă, Чăваш Республикинче «Этническая Чувашия» (Этносла Чӑваш Ен) проекта пурнăҫа кĕртсе пынă май, хăш-пĕр объектсене хута ярассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра чарăнса тăнă.  Туризм ыйтăвĕ мала тухнă.

Ҫак кун республика Пуҫлăхĕ «РЖД» АУО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш ҫумĕпе Александр Мишаринпа  тĕл пулнă «Мускав – Хусан» ВСМ проект пирки чарăнса тăнă, уйрăм ыйтусене хускатнă.

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ытти ĕҫлĕ тĕлпулусем те ирттерĕ.

Фоторепортаж



07 декабря 2017
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter