Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе пынă видеоканашлăва хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в режиме видеосвязи принял участие в совещании под руководством Председателя Правительства Российской Федерации Дмитрия Медведева по вопросу реализации приоритетного проекта «Безопасные и качественные дороги» Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе пынă видеоканашлăва хутшăннă. Ертӳҫĕсем «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» приоритетлă проекта пурнăҫа кĕртессипе ҫыхăннă ыйтусене анлăн сӳтсе явнă.  

Видеоканашлу ĕҫне уҫнă май, РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ҫапларах каланă: «Юлашки ҫулсенче транспорт тытăмне тĕпрен ҫĕнетсе ылмаштарассипе ыттисем хушшинче 37-мĕш вырăнта тăратпăр.  Палăртмалла ку индекс пайне 137 ҫĕршыв кĕрет. Ҫулсен пахалăх шайне илес пулсан вара пĕтĕмпе те 114-мĕш вырăнта ҫеҫ тăратпăр. Паллах, ҫак кăтарту пире пурсăмăра та лăпланса ларма ыйтмасть», - тенĕ вăл.  

Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче тата ҫакна та асăннă: «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем»  приоритетлă патшалăх проектне ҫулсене йĕркене кĕртсе пĕтерме йышăннă.  Чи малтан пысăк хуласенче ҫул-йĕре сарма плана кĕртнĕ. Шăпах та, вĕсенче уйрăмах нумай йывăрлăхсем.  Проекта кăҫал пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен 31 млрд ытла пăхса хăварнă. Вăтамран ҫакăн чухлех укҫа проекта хутшăнакан регионсемпе хуласем йышăннă.  Пурĕ 5 пин ҫухрăм ҫулсене сарнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ҫулсем чылай сахалланнă, кăтарту 40 процент чакнă», - тенĕ вăл. «Ҫулталăкăн малтанласа палăртнă пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, регионсенчи хуласенче автомашинăсен мĕнпур ҫулĕсенчен ҫуррине ытла ҫĕнĕрен сарнă. Кăтарту плана кĕртсе хăварнинчен самай пысăк», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

 Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕ Максим Соколов хăйĕн докладĕнче хула пурнăҫне тата та хăтлăрах тăвассипе йышăннă тепĕр приоритетлă пысăк ыйту пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Ҫак проекта та ҫӳлерех асăннă проектпа тӳр килсе ĕҫлесе пымаллине каланă. Вĕсен пĕр-пĕринпе ҫыхăнса килĕшсе пымаллине асăннă.  Проекта Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви анлăн тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ. «Пулса тухать тепре чухне ҫапларах, ҫулсене тĕпрен юсаса сарнă хыҫҫăн, коммуналлă службăсем тĕрлĕ коммуникаци ĕҫне пурнăҫлама пĕтĕмпех чавса пăрахăҫлаҫҫĕ.  Пирĕн шутпа тĕрĕс пулнă пулĕччĕ, енчен те ҫак объектсене пĕр вăхăтра пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫе тытăнсан, ун пек чухне тăкак та, чăрмавсем те сахалтарах пулĕҫ.   Ҫак ыйту ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Видеоканашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕпе Владимир Ивановпа, регионти хăш-пĕр район тата хула администрацийĕсен ертӳҫисемпе «Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» приоритетлă проекта пурнăҫа кĕртсе пырассипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республики ҫак проект ĕҫне пĕрремĕш кĕнĕ. Регионти объектсене пурнăҫлама 1 млрд 250 млн пăхса хăварнă.

Владимир Иванов министр хăйĕн сăмахĕнче 2017-мĕш ҫулта республикăра 95 ҫухрăм автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарнине пĕлтернĕ.  Паянхи кун тĕлне илес пулсан, 123 объектра ĕҫсене туллин пурнăҫланă тесен те йăнăш мар.  Чи пахи Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта, Муркашра, Шупашкар районĕсенче автомашина ҫулĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтернĕпе пĕрех.  

2018-мĕш ҫулта республикăри автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарма 79 объекта плана кĕртнĕ.  Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 140 ҫухрăмпа танлашать.  2018-мĕш ҫул валли проекта пурнăҫлама 1 млрд 461 млн уйăрса хăварнă. Кăмăллă, вăл укҫа-тенкĕрен федераци хыснинчен 730 млн куҫарма плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ҫулсене сарнă чухне, хăш объектсене маларах ĕҫе кĕртмелли пирки халăхăн шухăшне те тĕпе хумаллине асăрхаттарнă. Кирек-епле ĕҫе тытăниччен документсене те вăхăтра тата тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пымаллине ҫирĕппĕн каланă регион Ертӳҫи.    



07 декабря 2017
07:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter