Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Яппун Императорĕ ҫуралнă кунне халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă

Чрезвычайный и Полномочный Посол Японии в РФ Кодзуки Тоёхиса: «Россия – великая держава! Мы уделяем особое внимание укреплению отношений на уровне регионов»Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Японин Раҫҫей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата  Полномочиллĕ Посолĕ Кодзуки Тоёхиса йыхравланипе, Яппун Императорĕ ҫуралнă кунне халалласа ирттернĕ пулăма раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче хутшăннă.

 Кодзуки Тоёхисо хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене саламланă май, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Япони Премьер-министрĕ Синдзо Абэ икĕ ҫĕршыв хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарассипе курăмлă тĕрев панине палăртнă. Японипе Раҫҫей хушшинчи тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну хăватлă вăй илсе пынине асăннă.  

«Раҫҫей – вăйлă ҫĕршыв! Эпир пĕр-пĕрин хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене Правительство шайĕнче кăна тытса йĕркелесе пымастпăр, регионсен тытăмĕнче те ҫирĕппĕн вăй илтерме тăрăшатпăр. Паян пирĕн тĕлпулăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев господин тата Чĕмпĕр облаҫĕн губернаторĕ Сергей Иванович Морозов господин ҫитнĕ», - тесе паллаштарнă торжествăлла мероприятине пухăннисене Японин Раççейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Ольга Голодец хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫейпе Япони хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăну обществăлла политика лару-тăру енчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, культура пайĕшĕн те витĕмлĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Икĕ ҫĕршыв хушшинчи тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăну вăй-хăватпа малалла ăнтăлма, ҫĕнĕ шая кăларма пулăшнине асăннă.

Палăртса хăваратпăр, Михаил Игнатьев Чăваш Енпе Япони хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлăлатассишĕн сахал мар тăрăшать, пысăк тимлĕх уйăрать.    Чи курăмлă ĕҫсенчен пĕри – 2015-мĕш ҫулта Фольксваген автомашинăсем валли туса кăларакан жгут кабельсем калăплакан производствăна шăпах Fujikura пуçарнипе йĕркелени. Хăйĕн Чăваш Енри тĕллевне пурнăçлама «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары» общество никĕсленĕ. Вăл Шупашкарти электроаппаратура завочĕн иккĕмĕш площадки пулнă лаптăкри корпуса жгутсем хатĕрлеме кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă, проекта пурнăçа кĕртме 260 млн тенкĕ хывнă. Производство калăпăшĕ куллен тенĕ пек ӳсет.

Японин Раççейри Посольствин экономика пайĕн ертӳçи Хироси Тадзима министр ҫапларах каланă: «Ҫак икĕ ҫул хушшинче Японипе Раҫҫей хушшинче икĕ енлĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем сарăлччĕр тесе сахал мар вăй хунă.  Японин Премьер-министрĕ Синдзо Абэ РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа  ҫу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Сочире  тĕл пулнă самантра экономика тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли 8 пунктлă план йышăнма сĕннĕ.  Ҫак ĕҫсемпе килĕшӳллĕн, паян икĕ ҫĕршыв хушшинче экономика кирлĕ пек шайра аталанса пырать.  Раҫҫейре Япони ҫулталăкне, Японире Раҫҫей ҫулталăкне ирттерме йышăнни те ҫĕнĕ ӳсĕмсем тума пулăшĕ. Политикăра, экономикăра, культурăра спортра тата ытти сферăсенче вăй илме те меллĕрех пулĕ.  Япони бизнесменĕсем валли ятарлă Чăваш Ен пирки презентаци те хатĕрленĕ пулнă.  Нумайăшĕ Чăваш Республикипе паллашма пултарчĕҫ. Раҫҫей шайĕнче инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе ытти регионсемпе паллаштарсан хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă.  Ҫитес ҫулта Чăваш Енре Япони ҫинчен паллаштаракан курав пулĕ. Ун чухне шăпах та вĕсемпе тĕплĕн паллашма аван», - тенĕ.   

«Деловая Россия» президенчĕ Алексей Репик Раҫҫей Федерацийĕн шайĕнче ҫакăн пек ĕҫсем йĕркеленсе пыни – тата та пысăк ҫитĕнӳсем тума пулăшнине каланă. Ҫав тери чаплă, инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕсемпе рейтингра Чăваш Республики малта пулни тенĕ вăл сăмаха тăсса. Чăваш Ен Японин пысăк компанийĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Раҫҫей Президенчĕ иртнĕ ҫул раштав уйăхĕнче Японире ĕҫлĕ визитпа пулнă чухне, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫейпе Япони хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлăлатасси пирки тарăн калаҫу хускатнăччĕ. Ҫакă та сахал мар витĕм кӳчĕ тенĕ вăл.

РФ Федераци Канашĕ ҫумĕнчи халăхсен хушшинчи ĕҫсене йĕркелесе пыракан Комитетăн Председателĕ Константин Косачев Раҫҫейпе Япони хушшинче тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăнусем тĕвĕленнине ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Ен кирек-епле проекта та туххăмрах кĕрсе пырса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнине асăннă вăл.  РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев та Раҫҫейпе Япони хушшинче лайăх ҫыхăнусем пуррине каланă. Чăваш Республики ҫак ҫыхăнусене активлă кĕрсе пытăр тесе ĕҫлетпĕр тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республика Японипе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме яланах хатĕр пулнине каланă. «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары» ТМЯО Шупашкарта ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем сахал мар йĕркелесе панă.  Пире вĕсем шанаҫҫĕ, пуласлăхра тата та пысăк производствăсем уҫăлассине ĕненетпĕр тенĕ вăл. Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле  РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикинчи предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков пулнă. 

Ҫак кун ытти ĕҫлĕ тĕлпулусем те иртнĕ, пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесси пирки калаҫса татăлнă.

Фоторепортаж



08 декабря 2017
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter