Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен координаци Комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской Республике Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионта коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен координаци Комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Ку хутĕнче видеоканашлăва муниципалитет ертӳҫисем хутшăннă.

Михаил Игнатьев чи малтанах ĕҫе пуҫличчен, паянхи мероприяти коррупцине хирĕҫ кĕрешессин кунĕпе тӳр килнине асăннă.  Чăваш Республикинче эрнипех ҫак куна халалласа тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленсе пынине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май, Чăваш Республикинче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе тивĕҫлĕ мерăсем йышăннине пĕлтернĕ вăл.  Тăтăшах регионта «ҫавра сĕтел» мелĕпе тĕрлĕ калаҫусем, семинарсем тата та ытти ятарлă мероприятисем пулнине асăннă.

«Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин коррупцине хирĕҫ кĕрешесси чи приоритетлă ыйтусенчен пĕри тесе кулленех калать», - аса илсе хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.   «Ыйтăва тивĕҫлĕ татса панинчен регион епле аталанса пыни курăнать.  Халăх влаҫа шанма пуҫлать, обществăлла политика лару-тăрăвĕ те ырă енне улшăнма пуҫланасси паллă», - тенĕ вăл сăмаха малалса тăсса.

Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – коррупцине хирĕҫ кĕрешесси пулса тăрать.    Республикăра предприятисемпе организацисем хăйсем патĕнче ĕҫлекенсене сăмах вĕҫҫĕн конвертпа шалу укҫине ан паччĕр тесе, сахал мар ятарлă службăсенче тăрăшакансен тимлĕн асăрхаса тăраҫҫĕ. Йĕрке пăсакансене тупсан, явап тыттараҫҫĕ.

Патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсене уҫăмлă йĕркелеҫҫĕ, коррупци тăвассинчен ĕҫ хучĕсене ҫирĕп тĕрĕслеҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ятарлă йышăннă мерăсем хăватлă ҫитĕнӳсем тума пулăшнине каланă.  Кăтарту та ҫук мар, право хуралĕнче ĕҫлекенсем патне ҫăхавсем сахал пулни те ҫакнах ҫирĕплетсе парать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Халăх та кăмăллă пулни куҫкĕретех.

Михаил Игнатьев служащийсен хăйсен ĕҫĕсене пурнăҫланă чухне таса чунпа саккуна пăхăнса ĕҫлемеллине асăрхаттарса хăварнă.  Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен халăхпа пĕрле йĕрке пăснисем пирки вăхăтра хыпарсене пĕлтерсе тăмалла, ҫак ĕҫе обществăлла организацисен те кӳлĕнмеллине чĕнсе каланă.  Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур ҫынсен коррупцине хирĕҫ тăма пĕлмелле.

«Ҫак ĕҫсене эпир ячĕшĕн кăна мар, статистика тăвассишĕн ĕҫлеместпĕр.  Пирĕн халăхăн ăс-тăнне тĕпрен улăштарса пымалла.  Коррупци ҫав тери каварлă ĕҫ пулнине ăнланмалла.  Ҫынсен кирек епле должноҫре те таса чунпа саккуна пăхăнса, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫлеме вĕренмелле", - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Паянхи ĕҫлĕ канашлура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлĕ килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ.  

Михаил Игнатьев ҫак асăннă ыйтăва ăсчахсене явăҫтарни те усăллă пулассине палăртнă.

Ҫак кун канашлура регион Пуҫлăхĕ коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ конкурс ҫĕнтерӳҫисене тава тивĕҫлĕ наградăсем парса чысланă.

Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн докладĕнче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе пурнăҫланă ĕҫпе паллаштарнă. 2017 ҫулта 11 уйăх хушшинче пĕтĕмпе 2566 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнине асăннă.  Палăртса хăвармалла, 2016 ҫулта  1885 йĕрке пăснă тĕслĕхе шута илнĕ.  Вĕсен тĕрĕслевĕсене шута илсе, йĕрке пăсакансем ҫине уголовлă майпа сахал мар ĕҫ пуҫарнă.

«СОЦИС» обществăлла организацийĕн директорĕ Дмитрий Борцов кăҫал тĕпчев ĕҫĕсем йĕркеленине пĕлтернĕ, хăйсен кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн паллаштарнă. Ҫынсем ытларах чухне ачасене шкула вырнаҫтарассишĕн укҫа пани сисĕнет, кану ҫурчĕсене сипленме кайма путевкăсене те илме укҫа хушма куҫарни сисĕнет тенĕ ертӳҫĕ. Кун пек йĕрке пăсакансен шучĕ нумайраххине асăннă.   Предприятисемпе организаци ертӳҫисем  коррупци туни те хальлĕхе пур-ха, кăтарту 7 процентпа танлашать.

Видеоканашлу мелĕпе ирттернĕ мероприятинче ҫӳлерех асăннă ыйтупа Чăваш Республикин Сывлăх  сыхлавĕн министерствин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствин, Чăваш Республикин Ĕҫлев министерствин представителĕсем тĕплĕ докладсем тунă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче, юлашки виҫĕ ҫул хушшинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ коррупцине хирĕҫ кĕрешес ыйтупа сахал мар регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тĕрĕслевсем ирттернине каланă. «Ҫитес ҫултан республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуҫлăхĕсен, хăйсен ведомствăри учрежденисенче тĕрĕслевсем йĕркелеме пуҫламалла», - тесе пĕлтернĕ. Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, хăш-пĕр уйрăм ҫитменлĕхсем ҫинчен ăнлантарса панă. Ĕҫе 2018-мĕш ҫулта малалла тăсасси ҫинчен те асăннă.

Фоторепортаж



08 декабря 2017
17:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter