Биатлон енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ, пирӗн çӗршыв командинчи Татьяна Акимова виççĕмĕш вырăн йышăннă

 


Ĕнер Австринчи Хохфильценра биатлон енĕпе тĕнче чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртăва хутăш эстафета уçнă.

 Раççейӗн пĕрлештернӗ командине  Ольга Подчуфарова, Александр Логинов, Антон Шипулин тата Татьяна Акимова кĕнĕ.

Татьяна Акимова хутӑш эстафетӑра чупнă. Вăл виççĕмĕш вырăн йышăннă.  Кун пек пысăк çитĕнӳ нумайранпа пулман.

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Татьяна Акимовăна спортри пысăк çитĕнӳшĕн  чун-чĕререн  тав тунă. Старта пӗрлештернӗ 25 команда тухнă. Хӗрарăмсем ултă çухрăм чупнă. Арçынсем вара 7 çухрăма кайнă. Раççей команди тăваттăмӗш номерпе пулнă. Чăваш Енĕн пики Татьяна Акимова Ольга Подчуфарова хыççăн чупнă. Татьяна «Матч ТВ» корреспондентне ăна ăмăрту çав тери кăмăла кайнине пĕлтернĕ.

Фоторепортаж



10 февраля 2017
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter